АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулни паха

12 мая 2017 г.

Сывлăх - чи хакли. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе пĕрлех тĕрĕс апатланни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен тасалăха юратма вĕрентмелле. Харпăр хăй гигиенине уйрăмах хĕрачасен пăхăнмалла. Ара, пулас амăшне пур енĕпе те сывă пулни килĕшет-çке. Хĕрачасене ерме пултаракан чирсемпе районти тĕп больницăри акушер-гинеколог Анна Козлова паллаштарать.

Вульвит тата вульвовагинит - чылай чухне хĕрачасен çак чирсем тĕл пулаççĕ. Чире стрептококк, стафилококк, энтерококк тата вар-хырăм палочкин бактерийĕсем аталанма май параççĕ. Вульвовагинит пирки ачаран япăх шăршă килни палăртĕ.

Цистит. Çак чир хĕрачасен кăна мар, арçын ачасен те тĕл пулать. Чир сăлтавĕ тĕрлĕрен. Анчах та уйрăммăн çаксене палăртмалла. Пĕрремĕшĕ - ялан шăнни. Уйрăмах урана тата хырăм айне шăнтни шăк хăмпин шыççине аталанма пулăшать. Унсăр пуçне туалета вăхăтра каймасан та чир çакланас хăрушлăх пур. Çак чиртен уролог тухтăр сиплет. Вăл антибиотиксем çырса парать. Ыратнине, канăçсăрлантарнине ирттерме хырăм айне вĕри грелка е хĕртнĕ тăвар тултарнă пир хутаç хумалла. Хутаç вырăнне чăлха та юрать.

Молочница. Сиенлĕ микроорганизмсем тин кун çути курнă пепкене амăшĕнчен ереççĕ. Чир чылай чух малтанах палăрмасть, ача 4-6 çула çитсен çеç ун пирки пĕлме пулать. Тата симптомсем пĕрремĕш менструациччен е хыççăн палăраççĕ.

Юн кайни. Ку гинекологи чирĕ ытти органсем япăх ĕçленипе çыхăннă. Ытларах чух - эндокрин чирĕсене пула. Чире сиссенех тухтăрсем патне çул тытмалла, килте сипленни чире малалла та аталанма пулăшĕ. Ку вара юн сахалланни, анеми патне илсе çитерĕ.

Менструаци çукки. Ку сисчĕвленмелли пулăм, мĕншĕн тесен çакă амалăх хутаççисем йĕркеллĕ аталанса çитменнине палăртать. УЗИ иртнĕ хыççăн хушăран тухтăрсем хĕрачан амалăх пулманнине тупса палăртаççĕ. Капла ан пултăр тесен хĕрачана пĕчĕк чухнех ача-пăча гинекологне кăтартмалла.

Эндометриоз. Ку вăл эндометри тĕрĕс мар вырнаçнине кăтартать. Юн шалта пуçтарăннине пула эндометри кисти аталанать, спайки процесĕ пуçланать. Кашни менструаци вăхăтĕнче вăл ỹссе пырать, çавна май хĕрача хырăм айĕ ыратнипе аптăрать. Киста пысăк пулсан ăна касса илеççĕ.

Ар органĕсен шыççи. Хĕрачасенне ытларах чухне амалăх хутаçĕсем çинче шыçă тупса палăртаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн уйрăмах ачан уйăх хушши пуçланнă самантра тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен çак тапхăрта организмра гормонсен шайĕ ỹсет.

Апла пулсан, ашшĕ-амăшĕн хĕрачасене мĕн пĕчĕкренех ача-пăча гинекологĕ патне илсе çỹремелле. Тимсĕрлĕхе пула кайран ỹкĕнме ан тивтĕрччĕ.

А.ДЕНИСОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика