12 мая 2017 г.
Район администрацийĕн ларусен залĕнче çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче предпринимательсем пухăнчĕç.
Малтанах пухăннисене професси уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина саламларĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин Комсомольски районĕнчи финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Воробьева предпринимательсене патшалăх паракан çăмăллăхсем пирки каласа пачĕ, ỹсен-тăран отраслĕнче ял хуçалăх страхованийĕн усси пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.
- Республика хăмла ỹстерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Плансене пурнăçа кĕртме 5,1 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Хатĕр тавара туса илнипе кăна мар, хăмлари альфа-кислота шайĕ ГОСТпа килĕшỹллĕ 3,5 процентран ытла пулмалла мар, - терĕ вăл.
Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров грантсем çинчен сăмах пуçларĕ.
- Çак çăмăллăхпа усă курма пирĕн районтан пурĕ 3 çын кăмăл тунă, хуравĕ вара часах паллă пулĕ, - терĕ вăл.
Республикăри бизнес-инкубаторăн эксперчĕ Николай Кузьмин вара бизнеса аталантарма пулăшакан "Бизнес класс" программа пирки каласа пачĕ.
Мероприяти вĕçĕнче чи пултаруллă предпринимательсемпе организацисем - Алина Зайцева, Незиле Исмагилова, Владимир Абрамов, производство комбиначĕпе "Право-строй" ООО-сем - Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"