АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр ятсем, сăнсем…

12 мая 2017 г.

"Вилĕмсĕр полк" акци çĕршыври вун-вун хулара йĕркеленчĕ. Унăн тĕллевĕ - Раççейри кашни çемьене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытма чĕнсе каласси. Майăн 9-мĕшĕнче иртнĕ акцие Раççейре пурăнакан 7 миллион ытла çын хутшăннă. Чăваш Енре 25 пин çын проект çулĕпе утнă. Пирĕн районта пурăнакан 1000-е яхăн çын "Вилĕмсĕр полк" йышĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фашистсене тĕп тума хăйсен пурнăçне шеллемен тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕ. Унта хутшăнакансем кашни ялтанах килнĕ. Шкул ачисем, мăн çынсем çывăх çыннисен портречĕсене йăтса утса вĕсене яланах асра тытнине çирĕплетрĕç.

Акă, Комсомольскинче пурăнакан Вера Макарова акцие ашшĕн портречĕпе тухнă. Николай Александрович Чернов 17 çул тултарсанах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Карели, Иккĕмĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Ăна çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 2 хутчен "Хăюлăхшăн" медальпе, "Хĕрлĕ Ялав" орденпа, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" тата Польша çĕршывĕн медалĕсемпе наградăланă.

- Ку акци патриотизм туйăмне вăйлатать. Пире пурнăç парнеленĕ салтаксем юнашар çук пулсан та, халăх вĕсене манмасть. "Вилĕмсĕр полк" ретне тăрсан кашни çыннăн чĕринчех мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Акцие кашниех çемьепе, ачасемпе хутшăнни паха, - терĕ Вера Николаевна.

Вика Николаева та кукашшĕн сăнỹкерчĕкĕпе акци йышне тăчĕ. Аким Федорович Хромов вăрçăран пĕр урисĕр тата аманнă алăпа таврăннă. Апла пулин те паттăр салтак "Урожай" колхозăн чи хастар ĕçченĕсенчен пĕри пулнă. Вăл Ленинград фронтĕнче 125-мĕш стрелоксен дивизийĕн 749-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ пулнă. 1944 çулхи мартра аллипе уринчен йывăр аманнă, госпитальте урине татнă. Аким Хромова çапăçу хирĕнчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн I, II степеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе чысланă.

- Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта. Çавăнпа та ăна хисеп туса иккĕмĕш çул "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнатпăр. Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле манăн атте те "утнишĕн" чăннипех те хăпартланатăп. Çакă вара паттăрлăхпа палăрнă çывăх çыннăмăра тав туниех пулать, - терĕ хĕрĕ Ольга Николаева.

Аким Федорович 1990 çулта çĕре кĕнĕ. Ачисемпе мăнукĕсем чи çывăх çыннин çутă сăнарне яланах асра тытаççĕ. Вăл мирлĕ тỹпешĕн пурнăçне шеллемесĕр хаяр çапăçусене хутшăннине килес ăрусене те каласа парĕç.

Тимерша Зарипович Абитова та çывăх çыннисем яланах асра тытаççĕ. Кăçал унăн портретне мăнмăнукĕ Джамиль Каримуллин мăнаçлăн йăтса утрĕ. Шел пулин те, Тимерша Зарипович вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнайман. Çĕршыв хỹтĕлевçи 1944 çулта хаяр çапăçура вилнĕ. Джамильшĕн куккашĕ - тĕслĕх вырăнĕнче.

Кăçалхи акци ăрусене çыхăнтаракан çип çирĕппине, халăх туслăхĕпе вăйне, таса тỹпе парнеленĕ паттăрсен ячĕ йăхран йăха куçса ĕмĕр-ĕмĕр пурăннине кăтартрĕ.

Василий ГАВРИЛОВ, ĕç ветеранĕ:

- Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене тĕп туса çĕнтерỹпе киле таврăннă салтаксемпе мухтанатпăр. Вĕсем пире пурăнмалли майсем туса панă.

Пирĕн аттен, Василий Герасимович Гавриловăн, Сталинград фрончĕн участникĕн, телейĕ пулнах. Суранланса та пулин ăна киле çаврăнса çитме пỹрнĕ.

Вăрçă паттăрĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика