12 мая 2017 г.
Вăрман - çутçанталăкăн ỹпки. Таврари сывлăш таса та сиплĕ пултăр тесен пирĕн ытларах йывăç лартса ỹстерме тăрăшмалла. Халь, çуркунне, шăпах йывăç-тĕм лартмалли лайăх тапхăр.
Çĕнĕ Мăрат вăрман участокĕн арендаторĕ З.Н.Истратий предприниматель çулсеренех вун-вун гектар çинче посадка лартса хăварать. Кăçал çак ĕçе апрелĕн 28-мĕшĕнче пуçласа майăн 3-мĕшĕнче вĕçленĕ. 12,5 гектар хыр калчи лартнă. Маларахри çулсенче посадкăсене (пурĕ 20 гектар) сиплеме тивнĕ. Унта хăрса ларнисем вырăнне сиплесе юман, чăрăш, хыр тата çăка калчисене хушнă. Пĕтĕмпе 100,7 пин тĕп йывăç-тĕм лартса хăварнă.
Посадка лартнă çĕрте Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тăманлă Выçли, Шурут, Шурут-Нурăс ялĕсенче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Ырă та пархатарлă ĕçе çавăн пекех Çĕнĕ Мăрат тата Шурут вăтам шкулĕсенче аслă классенче вĕренекенсене те явăçтарнă.
З.Н.Истратий арендатор посадка лартма хутшăннисене пурне те чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать.
Чăваш Енре "Йывăç ларт та ăна упра" уйăхлăх пырать. Çак тапхăрта тавралăх ешертĕр тесе ытларах йывăç-тĕм лартса хăварасчĕ.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"