12 мая 2017 г.
Хирсенче çураки ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те ака-суха ĕçĕсене пуçланă. Типнĕ лаптăксене сỹрелеççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, пахча çимĕç акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ.
Майăн 11-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ỹсекен курăксен 5562 гектарне, кĕр тыррисен 4648 гектарне сỹреленĕ. Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрсен 13666 гектарне сỹреленĕ, 10639 гектарне культивациленĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5700 гектар (50,2 процент) çинче акнă. "Слава" ЯХПК, "Искра" колхоз, "Родина", Атласкин фермер хуçалăхĕсем вара вĕсене акса пĕтернĕ.
Хуçалăхсенче пĕр çул ỹсекен курăксем 80 гектар, пахча çимĕç 38 гектар акма ĕлкĕрнĕ, 91 гектар çĕр улми лартнă. Ку енĕпе "Урожай" колхоз (15 гектар), "Комсомольские овощи" ООО (68 гектар), "Рассвет" ЯХПК (8 гектар) ĕçе пуçăннă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"