05 мая 2017 г.
Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕнче тăван тавралăха упрас енĕпе пур çĕрте те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, апрелĕн 15-22-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейĕпех экологи урокĕ тата диктанчĕ иртрĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем те асăннă мероприятирен айккинче юлмарĕç. 5, 8, 9, 11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем диктанта хутшăнса экологи темипе çыхăннă 25 ĕç пурнăçларĕç. Ачасем экологипе, биологипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕсем диктант кăмăла кайнине, ыйтусем интереслĕ те хăйне евĕрлĕ пулнине каларĕç.
Пĕтĕм Раççейри экологи диктантне хутшăннă вĕренекенсене сертификатсем парса чысларĕç. Пирĕн пĕрлехи тĕллев - тавралăха упрасси.
М.ТИШОВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"