05 мая 2017 г.
Шурут вăтам шкулĕнче ака уйăхĕнче çулсеренех чăваш чĕлхипе литература эрни ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине, Амăшĕпе Ашшĕн тата Экологи çулталăкне халалланă. Шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнинче тĕрлĕ меро-прияти ирттернĕ.
Л.Тарасова, А.Лукина вĕрентекенсем 10-11-мĕш классем хушшинче "Ăслайçă ачасем" вăйă йĕркелерĕç. Ачасем "Халăх сăмахлăхĕ", "Ăста тăлмачă", "Пуçватмăш" станцисенче тупăшрĕç.
8-9-мĕш классем хушшинче "Тăван чĕлхе эс - вĕçĕмсĕр тĕнче" ăмăрту пулчĕ. Ачасем чăваш чĕлхин пуян çĕршывне çул тытрĕç. Çиччĕмĕшсем "Чăваш тĕнчи" ăмăртура тупăшрĕç. Иртнĕ ĕмĕрсемпе паянхи куна çыхăнтарса тăван чĕлхе пуянлăхĕпе малашне те усă курмаллах тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.
6-мĕшсемшĕн чăваш чĕлхин илĕртỹллĕ грамматика вăййисем интереслĕ те тухăçлă пулчĕç. "Çăлтăрлă сехетре" пиллĕкмĕшсем тупăшрĕç.
Уявра вĕренекенсем тĕрлĕ сценкăсем лартрĕç, чăваш ташшипе савăнтарчĕç, юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем вуларĕç, чăваш чĕлхи çинчен каланă çулăмлă сăмахсем янраттарчĕç.
И.Н.Алексеева библиотекарь "Атте-анне чĕлхи - тăван чĕлхе" ятпа кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пурте хаваспах "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акцие хутшăнтăмăр.
Малашне те тăван чĕлхепе тĕрĕс, сăпайлă калаçса ун шайне çỹле çĕклессе, çак хаклă пурлăха куç шăрçи пек сыхласа, пахаласа упраса пурăнасса шанас килет.
А.ЛУКИНА,
Л.ТАРАСОВА,
вĕрентекенсем.
Источник: "Каçал Ен"