05 мая 2017 г.
Çемьери килĕшỹпе çураçу, ăшпиллĕх, туслăх нимĕнрен малтан амăшĕпе ашшĕнчен килеççĕ, çакă ачасене те тỹрĕ кăмăллă, ĕçчен те типтерлĕ, мал ĕмĕтлĕ пулма ырă витĕм кỹрет. Туслă, çирĕп çемье кăна кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах тỹссе ирттерме пултарать. Ырă амăшĕпе ашшĕ ачасемшĕн те паха тĕслĕх. Луцки ялĕнче пурăнакан Алексеевсем шăпах çавăн пеккисен йышĕнче.
Галина Петровнăпа Александр Тихонович Алексеевсем 1967 çулта майăн 1-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Мăшăр 50 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, савса пурăнать. Пурнăçра вăрçăнасси те, çиленесси те пулнă пуль, анчах вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи юрату хĕлхемне нихăçан та сỹнме паман. Пулса иртнине хыçала хăварса килĕштернĕ, ĕçленĕ, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тăрăшнă.
Галинăпа Александр Алексеевсем иккĕшĕ те педагог, вĕсен ĕç стажĕ пысăк. Унпа пĕрлех çемье пуçĕ Александровка ял Совечĕн пуçлăхĕ те пулнă. Галина Петровна тивĕçлĕ канăва кайиччен район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнче тăрăшнă. Ĕçре яланах пуçаруллăскерсем Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Алексеевсем виçĕ хĕре тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вĕсем 5 мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.
- Çемье телейĕ - ăрăва тăсакансенче. Пĕр-пĕринпе, ачасемпе килĕштерсен çеç пурнăç тума пулать. Çĕр чăмăрне илем упраса тăрать. Тата - юрату! - тет мăшăр.
Чĕрĕк ĕмĕр алла-аллăн утакан çемьен пурнăç çулĕ вăрăм, телейĕ иксĕлми пултăр.
Г. ВОЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"