АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дипломат пулас килет-и?

05 мая 2017 г.

 Регионсем хушшинчи "Эпĕ дипломат пуласшăн" XVI конкурс пуçланчĕ. Конкурса Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительстви йĕркеленĕ.

Унта Атăлçи федераллă округĕнче пурăнакан тата аслă пĕлỹ илмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕнче конкурсантсемпе паллашаççĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрсенче çамрăксем пĕтĕм тĕнчери хутшăну проблемисемпе тестировани витĕр тухаççĕ тата Чулхулари представительствăра собеседовани иртеççĕ.

Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче, апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен, конкурса хутшăнакансен "Мĕншĕн эпĕ дипломат пуласшăн?" темăпа эссе çырмалла, унта дипломат ĕçне мĕншĕн суйланине тĕплĕн çырса кăтартмалла. Ĕçсене çак адреспа ярса памалла: 603082, Чулхула, Кремль, 1-мĕш корпус е электронлă почтăпа mid@mid.nnov.ru.

Информаципе тĕплĕнрех Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительствин сайтĕнче паллашма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика