05 мая 2017 г.
Пурнăç - чи лайăх вĕрентекен. Унăн сулмаклă, анчах та тумхахлă çулĕ этеме пуринпе те паллаштарать. Пурнăçăн чи паха парни вара - сывлăх. Пирĕн хушăмăрта çак тупрана упрама пĕлменнисем нумайăн, çав вăхăтрах теприсем сывлăха, майĕ пулсан, укçан сутăн илме те хатĕр. Шел те, апла тума май çук çав.
Хальхи вăхăтра Комсомольски районĕнче пурĕ вăйпитти ỹсĕмри 857 инвалид пурăнать. Вĕсенчен 579-шĕ 3-мĕш ушкăна кĕреççĕ. Сывлăх япăхраххине пăхмасăрах 189 çын хăйсен пурнăçне ĕçсĕр курмасть, вăй çитнĕ таран çывăх çыннисене пулăшма тăрăшать. Ара, ĕç тупса кун-çула тытса пыни инвалидсене тăнăçлăх кỹрет-çке. Унсăр пуçне сусăрсем ĕç урлă вĕсенчи пултарулăха пурнăçа кĕртнипе пĕрлех тата хăйсем обществăн уйрăлми пайĕ пулнине чунпа туйса илеççĕ.
Çакна асра тытса Раççей Правительстви виçĕ çул хушшинче вăйпитти ỹсĕмри кашни иккĕмĕш сусăра ĕçпе тивĕçтермелле тесе ятарлă Хушу кăларнă. 2017 çул вĕçленнĕ тĕле кашни виççĕмĕшĕн ĕçе кỹлĕнме шанчăк пур.
Районта инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе ваканси ярмăрккисем ирттереççĕ, "Каçал ен" хаçат тата официаллă сайт урлă вакансисем пирки пĕлтерсех тăратпăр.
Республикăра сусăрсене ĕç тупма пулăшассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен йышăннă саккуна пурнăçласа кăçал районти 24 предприяти-организаци инвалидсем валли кирлĕ пек майлаштарнă условисемлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме палăртнă. Паянхи кун ĕçпе тивĕçтерекен центра килнĕ инвалидсем "Хăвна туп - ỹсĕмлĕ пул!" тренинг витĕр тухса кашниех ĕçлĕ пулнă. Кăтартусем, паллах, çĕнелсех тăраççĕ. Информацие вара инвалидсен общество организацийĕсемпе медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕ çитерет.
- Хушăран çамрăксен професси шайĕпе ĕç паракан предприяти-организацисен ыйтăвĕсем килĕшсех тăмаççĕ. Çавăн пек чухне хевтесĕр çамрăксене профессие тỹлевсĕр майпа вĕрентмешкĕн яратпăр, - тет районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ К.Н.Кокшин.
Пĕлтĕр районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса пыракан инвалидсен йышĕ чылаях пулман, апла пулин те кашнин ыйтăвнех тивĕçтернĕ. Хевтесĕр çамрăксене профессие вĕрентмешкĕн тата ун хыççăн ĕçлĕ тумашкăн республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Кăмăл пуррисем çĕнĕ професси алла илсе каярах ĕçлĕ пулаççĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"