АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе авточупу иртрĕ

05 мая 2017 г.

 Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалласа хальхи вăхăтра Раççейре Астăвăм вахти пырать. Çак тапхăрта Атăлçи Федераллă округĕнчи пограничниксен обществăлла организацийĕсем те Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунисене асăнса "Живая память" патриотизм акцийĕ йĕркелерĕç. Апрелĕн 29-30-мĕшĕсенче ятарлă символсем çыпăçтарнă, пограничниксен ялавĕсемпе илемлетнĕ 7 автомашина Чăваш Ен, Мари Эл тата Киров облаçĕсем тăрăх авточупу ирттерчĕ.

Авточупу Шупашкар хулинче Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнчен пуçланчĕ. Пухăннисене Сергий Барашков протоиерей ырă çул пехиллерĕ. Палăк патне тата Раççей Геройĕсен-пограничниксен Николай Смирновпа Леонид Константиновăн вилтăприсем çине чĕрĕ чечексем хунă хыççăн экипажсем вăрăм çула тухрĕç. Мари Эл республикин тĕп хулинче Йошкар-Олара, Киров облаçĕнчи Советск, Киров хулисенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă мемориал комплексĕсенче чарăнса митингсем ирттерчĕç, чечексем хучĕç, пуç тайса пĕрер минут шăп тăчĕç. Авточупăва хутшăнакансене вырăнта пурăнакансем хапăлласах кĕтсе илчĕç, ыйтса пĕлме, сăн ỹкерттерме тăрăшрĕç. Мероприятисем хыççăн виçĕ регионăн обществăлла организацийĕсен ертỹçисем Михаил Суслов, Анатолий Шорников тата Александр Дулов çамрăксене воспитани парас ĕçре пĕрле пурнăçламалли плансене сỹтсе яврĕç.

Авточупу кỹршĕ регионăн историйĕ, паллă çыннисем çинчен ытларах пĕлме те пулăшрĕ. Вятка тăрăхĕ Совет Союзĕн тăватă маршалне - Константин Андреевич Вершинина, Леонид Александрович Говорова, Иван Степанович Конева, Сергей Леонидович Соколова - лăпкаса ỹстернĕ.

Чăваш Енрен авточупăва тăватă автомашина тухрĕ: Шупашкартан, Йĕпреçпе Комсомольскинчен тата Етĕрнерен. Пограничниксен çарĕн районти ветеранĕсем Геннадий Филипповпа Николай Юманов çакнашкал акцисене яланах хутшăнаççĕ, хальхинче те икĕ кунлăх çулçỹреврен тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Вĕсем районти пограничниксем çинчен хатĕрлекен кĕнеке валли материалсем памаллине аса илтересшĕн. Анатолий Терентьевпа е Николай Юмановпа çыхăнма ыйтаççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика