АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлевсĕр шăнкăравлама тата телеграмма яма пултараççĕ

05 мая 2017 г.

 Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитнипе май уйăхĕн 10-мĕшĕччен "Ростелеком" ветерансене, вăрçă сусăрĕсене полкра пĕрле пулнисемпе, аякра пурăнакан тăванĕсемпе, юлташĕсемпе тỹлевсĕр çыхăнма май туса парать.

Ветерансем телефонпа 100 минут таранах тỹлевсĕр калаçма пултараççĕ. Вĕсен Раççейри пĕр-пĕр региона, хулана, çывăхри ют çĕршывсене - Украинăна, Беларуçе, Молдовăна, Казахстана, Узбекистана, Таджикистана, Кăркăсстана, Туркменистана, Азербайджана, Армение, Латвие, Литвана, Эстоние, Грузие, Абхазие, Кăнтăр Осетине - шăнкăравлама май пур. Килтен те, ятарлă учрежденисенчен те (госпиталь, ветерансен çурчĕ тата ытти те) шăнкăравлама юрать.

Çак тапхăрта телеграммăсене те тỹлевсĕрех яма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика