05 мая 2017 г.
Шăпа... Кашнийĕн тĕрлĕрен вăл. Çапла, пурнăç никама та утьăкка сиктермест, апла пулин те паянхи кун эпир çăтмахра пурăнатпăр. Паллах, чылайăшĕ çакна йышăнасшăн мар. Тен, телее мулпа виçме хăнăхни кăна куçсене "пăвать", курми тăвать?
- Паянхи куна пурăнса çитессе ĕмĕтленменччĕ те. Ара, хĕн-хурне, нуши-тертне чылай тỹсме тиврĕ-çке! - куççульленмесĕр тỹсеймерĕ Лисук аппа хăйĕн кун-çулне аса илнĕ май.
...Тĕнче пăтраннă вăхăт. Йĕри-тавра революци хумĕ. Тинрех çеç яппун вăрçи пĕтнĕ май Ермолай Зайцева килне янă. Тăван енре вăйпитти арçынна арăмĕпе сакăр шăпăрлан, пĕринчен-пĕри пĕчĕк, кĕтет. Йăх-несĕле тăсас тĕллевлĕ мăшăр тăххăрмĕш пепкине те çут тĕнче пиллет. Хальхинче хресчен çемйинче хĕрача çуралать. Ăна Лисук ят параççĕ. Çак ĕç шăп пĕр ĕмĕр каялла пулса иртнĕ.
Хĕрача ултă-çичĕ çул тултарсан çĕршыва тепĕр синкер килсе çапать - таврара выçлăх хуçаланать. Вăл вăхăт кашни çыншăнах тертлĕ килнĕ, апла пулин те чи йывăрри çире пур тата пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене лекнĕ. Ялти халăх крахмал пухса унран пашалу пĕçерсе апатланни кăшт вăй панă. Анчах та выçă хырăм çимех ыйтать. Ачи нумаййипе Лисукăн амăшĕ те хăва кăчкисем пухать. Вĕсене типĕтсе ал арманĕпе авăртнă, хатĕр çăнăхпа тĕпренчĕкĕсем валли çăкăр-хуплу хатĕрленĕ. Çук, епле тăрăшсан та ачисене вилĕмрен хăтарса хăвараймасть хĕрарăм. Çак синкерлĕ тапхăрта çемьере виçĕ пепки çеç юлать - ыттисем выçăпа вилнĕ.
- Анне яланах макăратчĕ, ачисем çумра пулманнишĕн канăç тупаймастчĕ, - аса илет Лисук аппа иртнĕ кунĕсене.
Часах хĕрачана пĕлỹ пухма шкула ăсатаççĕ. Тăрăшуллă та тавçăруллăскер аван вĕренсе пынă. Юрра-ташша та юратнă вăл. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк артист пулма ĕмĕтленнĕ, хĕрĕн чун савнă çынни те пулнă. Анчах та çутă ĕмĕтсене вăрçă çапса хуçнă - яша фронта ăсатнă, Лисука вара Сăр шывĕ хĕррине оборона сооруженийĕсем тунă çĕре кайма тивнĕ.
- Малтанах пурăнма мунчана вырнаçтарчĕç, каярах пỹлĕм пачĕç. Унта хамăр ялсем тăваттăн пурăнаттăмăр. Çиме çукчĕ, тумланма та çавах. Шуçăмпа тăрса яра куна ура çинче ирттернĕ ĕнтĕ. Йывăрччĕ, çитменнине вăл вăхăтра хĕлĕ те сивĕ килчĕ - 35-40 градус. Алăсем шăнса кỹтетчĕç, ним туйми пулатчĕç. Тăм илни те пĕрре мар пулнă. Хăрушăччĕ, ун евĕр ылханлă вăрçă нихăçан та ан пултăрах. Эпир курнине çамрăк ăрăвăн курма ан тивтĕр, - иртнисене аса илнĕçем Лиза аппан пичĕ тăрăх шăпăртатрĕ те шăпăртатрĕ çут куççуль. - Салтаксем килетчĕç. Вĕсем те выçă. Пиртен çăкăр ыйтатчĕç. Хамăрăн чĕлле вĕсемпе çурмаран пайлаттăмăр. Кашнийĕн чĕри витĕр хĕç тухнă вăл вăхăтра.
Каярах хĕре торф кăларма, йывăç касма та тỹр килет. Йывăç каснă чухне Лиза аппан пуçне пысăк йăмра килсе çапать. Хĕр тăнсăр пулса ỹкет. Аманнă-скере часах Улатăр пульницине çитереççĕ. Кунта вăл операци витĕр тухать.
1945 çул. Çĕнтерỹ! Пурте çывăх çыннисем вăрçă хирĕнчен таврăнасса кĕтеççĕ. Хаваслă та пăлхануллă самант. Куççуль витĕр çитнĕ савăнăç. Лиза аппа та савнă çыннине кĕтет. Анчах - кăлăхах...
Шаккать те шаккать сехет йĕппи, вăхăт та шав малаллах чупать. Пурнăç пĕр евĕрлĕ пырать. Лиза аппа та ĕнтĕ ялта тĕпленнĕ. Çамрăк çын пỹрт лартас тĕллевпе пурăнать. Ĕмĕтне пурнăçлама укçа-тенкĕ çукки чăрмантарать. Çавăнпа хĕр Украинăна çул тытать. Кунта вăл Донбасс хулинчи 45-мĕш номерлĕ шахтăна ĕçлеме вырнаçать, арçынсемпе тан çĕр кăмрăкĕ кăларма пуçлать. Кĕмĕлне çителĕклĕ пухсан Лиза тăван ялĕнче çурт хăпартса хуралтăсем çавăрать.
Лиза аппа, алă усса ларма хăнăхманскер, Хирти Мăнтăр ялĕнчи чăх-чĕп фермине вырнаçать. Кунта вăл 15 çул тăрăшать. Каярах колхозра тар тăкать, Канаша лашасемпе тырă леçме кайнисене асăнать. Çав вăхăтрах пиччĕшне Ивана, вăрçă участникне, ачисене пăхма та пулăшать. Хăй кун-çул парнеленĕ пепкесем пулмасан та, Лисук аппа вĕсене чунтан юратать.
Ĕçри тăрăшулăхпа çитĕнỹсемшĕн Елизавета Ермолаевна Зайцева пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Сумлă та пултаруллăскере СССР Президиумĕн Аслă Совечĕн хушăвĕпе "Хисеп Палли", каярах "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав" орденсемпе наградăлаççĕ. Вăл - хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
Паянхи кун çĕр çулхи юбиляр пĕр тăванĕн ывăлĕн, Анатолий Ивановичăн тата мăшăрĕн Клавдия Семеновнăн çемйинче кун кунлать. Çĕр çинче текех вăрçă ан пултăр тесе яланах Турăран ыйтать.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"