АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тимлĕ пулмалла

28 апреля 2017 г.

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех ĕç сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак кун умĕн Чăваш Республикин Следстви комитечĕн управленийĕ 2016 çулта тата кăçалхи çак тапхăрта производствăра суранланаслăха тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăсакансене РФ Уголовлă кодексĕн статйисемпе айăплаççĕ. 2016 çулта Следстви управленийĕн следователĕсем республикăра уголовлă 20 ĕç пуçарнă (2014 çулта - 28, 2015 çулта - 16). Вĕсем хушшинче уголовлă 8 ĕçĕ - производствăри инкекре çын вилни (2014 çулта - 11, 2015 çулта - 8). Çавăнпа пĕрлех 2017 çулта асăннă категорие лекекен уголовлă 4 ĕç пуçарнă.

Уголовлă ĕçсене тишкернĕ май пĕлтĕр строительствăра суранланнисен шучĕ нумайрах пулни паллă (57 процент). Пĕлтĕр ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманшăн 15 ĕçе суда янă. Çавна май организацисен виçĕ ертỹçине тата должноçри çынсене явап тыттарнă.

Шел пулин те, ĕçченсем производствăра суранланасси час-часах хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе, çынсене хỹтĕлев япалисемпе тивĕçтерменнипе, юсавсăр оборудованипе ĕçленипе, хăрушсăрлăх хушăвĕсене тивĕçтермен ĕç вырăнĕнче ĕçленипе, яваплă çынсем ĕçченсене хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарманнипе, ĕçе ỹсĕр пынипе тата ытти сăлтавпа пулса тухать.

Следстви управленийĕ ытти надзор органĕсемпе çывăх ĕçлет, производствăра суранланнă ĕçченсене пулăшас, вĕсене хỹтĕлес тĕллевпе малалла та ĕçлĕ.

Т.ПРЫГУНОВА,

Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи следстви комитечĕн следователĕн пулăшуçи.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика