АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре те, юрă-ташăра та маттур

28 апреля 2017 г.

 Иртнĕ кунсенче республикăра 4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче вырăс чĕлхипе интеллектуаллă вăйă иртрĕ. Çак конкурсăн районти тапхăрĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Юлия Мухина малти вырăна тухрĕ.

Юлия - вĕренỹ отличникĕ. Хĕрача яланах малтисен йышĕнче пулма тăрăшать, районта тата ытти шайсенче иртекен тĕрлĕрен конкурс-олимпиадăсене хутшăнма та ĕлкĕрет. Тĕслĕхрен, районта иртнĕ "Наши верные друзья" фотоконкурспа "Новый год шагает по планете" творчество конкурсне хутшăнса Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне хĕрпĕрчи "Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекенсем" олимпиадăра та тупăшнă. Каярах Пĕтĕм Раççейри "Хранители воды" экологи урокĕнче çĕнтерсе Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çутçанталăк темипе йĕркеленĕ пĕтĕм халăхсем хушшинче конкурсра 17 балл пухса районта 4-мĕш вырăна тухнă.

Алă ĕçĕпе те туслă хĕрача. Пушă вăхăт тупăнсанах Юлия хутран кĕлеткесем ăсталать. Унăн ĕçĕсене республика шайĕнчи хутран ăсталанă япаласен "Снежинки-балеринки" конкурсĕн жюрийĕ Хисеп грамоти парса хакланă. Раççей шайĕнчи конкурссенче Юлия Дипломсем çĕнсе илме пултарнă.

Пултаруллă хĕрача ташă-юрăпа та туслă. Хăй каланă тăрăх, Юлия ташлама мĕн пĕчĕкренех юратать. Вăл ташă ăсталăхне аталантарас тĕллевпе 4-мĕш çул ĕнтĕ "Островок" ташă ушкăнне çỹрет. Çитĕнĕвĕ те пур. Малтанах хĕрпĕрчи "Пляска в радость" конкурсра 3-мĕш степеньлĕ Диплом лауреачĕ, унтан Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ инструментлă фестиваль-конкурсра 2-мĕш степеньлĕ Диплом лауреачĕ ятсене çĕнсе илнĕ.

- Юлия тĕрлĕрен олимпиадăсемпе викторинăсене хутшăнса хăйĕн пĕлỹ шайне ỹстерет, çав вăхăтрах талантлă та маттур хĕрача шкул чысне те çỹлте тытма пулăшать. Унăн çитĕнĕвĕсемпе пурте - юлташĕсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ - савăнаççĕ, - тет класс ертỹçи Маргарита Кондратьева.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика