28 апреля 2017 г.
Çемьере иккĕмĕш ача çуралсан амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕмĕр. Унăн укçипе мĕн тĕллевпе усă курассине хальлĕхе палăртман. Сас-хура тăрăх, асăннă программа çитес çул ĕçлеме пăрахать-мĕн. Тăкаклама ĕлкĕреймен укçа та çухалать-и?
(Çыруран).
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕн капиталĕн программи ĕçлеме пăрахмасть - унта хутшăнмалли тапхăр çеç вĕçленсе пырать. Унăн сертификатне илмешкĕн вăхăт 2 çултан катăлнă кăна-ха. Урăхла каласан, амăшĕн капиталĕн ирĕкĕпе савăнтаракан ачан çут тĕнчене 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен килмелле. Сертификата тивĕçессипе тата унăн укçипе усă курассипе çыхăннă вăхăта чикĕлемен. Апла тăк патшалăх пулăшăвĕн нухратне тĕлли-паллисĕр тăкакламашкăн васкамалла мар, кун пек чухне унăн ирĕкне илесси ытларах канăçсăрлантармалла.
Сертификат укçине хальхи вăхăтра пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн, ачасен вĕренĕвĕшĕн тỹлемешкĕн, амăшĕн пулас пенсине хывмашкăн тата сусăр ачана социаллă адаптаци парассипе тата обществăна интеграцилессипе çыхăннă таварсемпе пулăшу тỹлевĕшĕн хывма юрать.
Источник: "Каçал Ен"