28 апреля 2017 г.
Район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ эрнере вăрçă, çар тата право органĕсен ветеранĕсен совечĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта президиум членĕсемсĕр пуçне пуçламăш организацисенчи ветерансен совечĕсен председателĕсем тата районти ытти обществăлла организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.
"Ветерансемпе пенсионерсене тата районти ытти категорири халăха эмелпе тивĕçтересси" докладпа 41-мĕш номерлĕ аптека директорĕ Л.В.Васильева паллаштарчĕ. "Ветерансем çинчен" федераллă саккун епле пурнăçланни çинчен вара районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина каласа пачĕ. "Ветерансемпе çулланнă çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси" темăна Т.Г.Смирнова директор хускатрĕ.
Районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев пухăннисене кăçал Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Çавна май ветерансен организацийĕсен çак уява тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмеллине те палăртрĕ. Ку тĕлĕшрен ларура хăйсен шухăшĕсене район больницин, "Заря", "Искра" хуçалăхсен ветеранĕсен совечĕсен председателĕсем М.И.Федорова, К.В.Жестянкина, Л.М.Макарова, "Вăрçă ачисем" обществăлла организацин ертỹçи А.И.Турханов, çар флочĕн ветеранĕсен ертỹçи Е.А.Орешкин тата ыттисем те пĕлтерчĕç.
Анлă ларăва хутшăннисем хăйсене кăсăклантаракан ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç. Канашлу вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Петрова районти ветерансене социаллă пулăшу, çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе хастар тăрăшнăшăн тата организацие туса хунăранпа 30 çул çитнĕ ятпа районти ветерансен советне Хисеп грамоти парса чыс турĕ.
Ю.ТИМОФЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"