28 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн вĕçĕнче, улăх-çарансем симĕс тумпа витĕннĕ вăхăтра, Патăрьел районне кĕрекен Тури Туçа ялĕнче Мулюковсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ Валя. Çулĕ çитнĕ пулин те, хĕрача пĕлỹ тĕнчин алăкне вăрçă хыççăн çеç уçаять: вăл Анат Туçари 7 класлă шкулта ăс пухать. Ун хыççăн "Гвардеец" колхоз ферминчи сысна самăртакан уйрăма ĕçлеме вырнаçать. Кунта 6 çул хушшинче комсомолка хастар ĕçшĕн пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕçет.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче çĕршывра промышленноç аталанма пуçлать, анчах та предприятисемпе организацисенче ĕçлекен алăсем çитмеççĕ. Уйрăмах строительство "уксахлать". Çавна май ун чух пурнăçне хулапа çыхăнтарас ĕмĕт-тĕллевлĕ ялти чылай яш-кĕрĕм комсомол путевкипе Шупашкарти строительсен управленине çул тытнă. Вăл вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе Валентина Мулюковăпа Василий Иванов та усă кураççĕ. Йỹç Шăхаль йĕкĕчĕпе Тури Туçа хĕрĕ ĕçре паллашаççĕ те часах икĕ çамрăк çемье çавăрать.
Вася - ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăл. Çавăнпа та çамрăк мăшăр ваттисене пăхма тесе тăван яла куçса килет. Кунта арçын тимĕрçĕ ĕçне пуçăнать, Валя вара хăмла çитĕнтерекен звенора тăрăшать. Тăрăшуллă та пултаруллă хĕрарăма колхоз правленийĕ фермăра ĕçлеме сĕнет. Çапла вара Валя фермăра пăру самăртакан уйрăмра ĕçлеме пуçлать. Хĕрарăм кунта 30 çул тар тăкать.
- Ферма ертỹçи вăл вăхăтра Аким Федорович Хромовчĕ. Вăл чăн-чăн хуçалăх çынниччĕ. Пире те тирпейлĕ, ĕçе тĕплĕ тумаллине тата чĕлхесĕр янаварсене юратмаллине аса илтерсех тăратчĕ, - каласа парать Валя аппа.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Валентина Ивановна хаклă парнесемпе тĕрлĕрен наградăсене, паллăсене - "Професси енчен чи лайăххи", "Выльăх-чĕрлĕх ăсти", "11-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ", "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" - тивĕçнĕ. Пултаруллă ĕçчене ял Совет депутатне пĕрре мар суйланă. Паянхи кун Валя аппа - ĕç ветеранĕ.
Валя аппан ĕмĕрĕ çăмăлах килмен: упăшкин пурнăçĕ сарăмсăр татăлнине пула вăл 4 ачине пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Çук, пуçне усса ларман хĕрарăм, йывăр пулсан та малаллах талпăннă. Пурăнма хăват паракансем вара пепкисем пулнă. Вĕсем тивĕçлĕ воспитани илччĕр тата çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе хĕрарăм ырми-канми тăрăшнă. Хăй те тирпейлĕскер тĕпренчĕкĕсене те çавнах вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра ачисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче тĕпленнĕ. Олег ывăлĕ çеç ялта пурăнать. Валя аппан ачисем амăшне манмаççĕ. Хăйсене кун-çул парнеленĕ çынна пур енĕпе те пулăшма, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Тăван килне те час-часах килсе çỹреççĕ. Вăл ачисемпе тата мăнукĕсемпе чунтан савăнать, вĕсем пурришĕн ялан Турра тав тăвать.
Н.АРХИПОВ.
Источник: "Каçал Ен"