АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăрсем пациентсене йышăннă

28 апреля 2017 г.

 Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви яллă вырăнта пурăнакансене - аслисене те, ачасене те - тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама тухтăрсен мобильлĕ ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Аслисене пăхакан мобильлĕ бригадăн йышне республикăри тата хулари больница тухтăрĕсем кĕрнĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче вара шăпах çакăн пек мобильлĕ бригада пирĕн районти тĕп больницăра ĕçлерĕ. Тухтăрсем йышăнăва килнĕ 208 пациента - аслисене - 129 çынна, 79 ачана - тивĕçлĕ пулăшу панă. Вĕсенчен 18-шне республикăри больницăсенче сипленме сĕннĕ.

Республикăри тухтăрсем района çитсе пациентсене йышăнни чăннипех те паха. Хулана каймасăрах тивĕçлĕ пулăшу илме май килнишĕн кашниех савăнать. Пациентсем тухтăрсене чĕререн тав турĕç. Апла пулин те районта пурăнакансенчен чылайăшĕ вара больницăна Шупашкартан специалистсем килнине пĕлмесĕрех юлнă. Халăх хушшине хыпар сарăлса ĕлкĕреймен-ши е вырăнти "шур халатлисем" вăхăтра пĕлтермен?

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика