АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музее çитсе курчĕç

25 апреля 2017 г.

 Художество уйрăмĕнче ăс пухакансемпе "Çĕр тата çынсем" музее çитсе куртăмăр. Вĕсем кунта районти чĕрчун тĕнчипе паллашма пултарчĕç. Унсăр пуçне пулас ỹнер ăстисем графит кăранташпа тата кăмрăкпа тăмана, ăсан тата куян кĕлеткисене ỹкерсе киленчĕç. Экскурси ăнăçлă иртрĕ.

Каласа хăварам, художниксем кăмрăкпа ĕлĕкех усă курнă. Авалхи маçтăрсем ăна хăва, шĕшкĕ тата виноград турачĕсене çунтарса кăмрăклантарса хатĕрленĕ. Графит кăранташ çинчен çырни вара пĕрремĕш хут Англире 16-мĕш ĕмĕрте тĕл пулать.

Кăранташ тата кăмрăк... Кăранташпа вак детальсене сăнарласа кăтартма аван пулсан, кăмрăкпа ĕлкине хываççĕ. Пулас художниксен алла хăнăхтарас тĕллевпе графит кăранташсемпе ытларах ĕçлемелле. Унпа усă курнă чухне çитменлĕхсене хуратса çĕнĕрен сăрласа хитрелетме май пур. Кăмрăкпа ỹкернине вара хуратма çук.

Н.АБДЮШЕВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика