25 апреля 2017 г.
Эпĕ Чăваш Республикинче çуралнă. Эпĕ - чăваш. Хамăн чĕлхене питĕ юрататăп. Яланах тăван чĕлхепе калаçма тăрăшатăп, кĕнекесем вулатăп. Шкулта чи кăмăллакан предметсем манăн, паллах, чăваш чĕлхипе литератури. Халь чăвашла вĕренме тата калаçма никам та чармасть. Пирĕн виçесĕр хаклă пуянлăх - авалах аталаннă чĕлхемĕр.
Чăваш халăхне сĕм авалтанах пусмăрласа пурăннă. Ĕлĕкхи юрăсен сăмахĕсемпе кĕввисем те пусăрăнчăк. Чун тĕпĕнчен тухакан сăмахсенче халăх куççулĕ туйăнать. Татăлнă ĕмĕтсем, çухалнă ĕмĕрсем, сапаланса пĕтнĕ тăвансем сисĕнеççĕ юрăсенче. Анчах темле нуша-асап курсан та, темле вăрçă-харçă тỹссен те вĕсем тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, çырулăха çухатса пĕтермен.
Халăха çутта кăларас ĕмĕт нумай çынна канăç паман. Халăх сăмахлăхне пухакансем, тĕпчекенсем куншăн чунран тăрăшнă. Ялсем тăрăх юрă-такмак, юмахсем, каларăшсем, топонимсем пухса çỹренĕ. Çĕнĕ хайлавсем, сăвăсем, юрăсем çырнă. Пирĕн халăх историне, авалхи йăли-йĕркине, тĕн вĕрентĕвне, çырулăхне тĕпченĕ.
"Вĕреннĕ çынсем шкул ĕçне мар, чи малтан тĕпчев ĕçне пуçăнаççĕ, чăвашăн аваллăхне, хăйевĕрлĕхне йĕрлеççĕ-сăнаççĕ. XVIII ĕмĕрти çыравçă В.И.Лебедев ку тĕлĕшпе халăх халапĕсемпе ыттисенчен ытларах усă курнине палăртмалла. Унăн калавçи пĕрре çивĕч куçлă çулçỹревçĕ, тепре тарăн лирик е ăшă кулăллă халапçă сăн-сăпатне йышăнать", - тесе каланă Лебедев çинчен литература тĕпчевçи Виталий Родионов. Василий Лебедев чăваш халăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Çыравçă та, тĕпчевçĕ те, куçаруçă та пулнă. Вăл хăйĕн "Пирĕн телей" сăввинче тахçанхи вăхăта, халăхăн нуши-асапне тата çырулăх тин кăна çĕнĕрен чĕрĕлме пуçланине лайăх сăнласа парать. Унта тỹррĕн калани, ăшшăн тăрăхласа ỹпкелени, тĕрĕсмарлăха хирĕç тăма хăват пурри курăнать. Лебедевăн ытти очеркĕ-тĕрленчĕкĕ те чăваш пурнăçне тĕрĕс сăнласа панă. Çапла тума автора нумай курса çỹрени, пĕлни, калаçни пулăшнă.
Халь те чăваш чĕлхине тĕпчекен, аталантаракан нумай. Чăвашла спектакльсем лартаççĕ, музейсем уçаççĕ, хайлавсемпе сăвăсем пичетленеççĕ, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентеççĕ. Анчах мана акă мĕн хумхантарать: хăш чух ачасем те, аслисем те чăвашла калаçмаççĕ, тăван чĕлхерен вăтанаççĕ. Пирĕн хамăрăн чĕлхепе мухтанмалла. Эпир чăвашла калаçни те ăна упранса юлма пулăшать. Эпĕ вара ман тăван чĕлхе нихăçан та пĕтмессе шанатăп.
Анна КАЛАШНИКОВА.
Хырай Ĕнел шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"