21 апреля 2017 г.
Донор кунне пĕтĕм тĕнчипех уявлаççĕ. Раççейре вара ăна апрелĕн 20-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Сăлтавĕ мĕнре-ши? 185 çул каялла, 1892 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче, Петербургри çамрăк акушер Андрей Мартынович Вольф, ача çуратма аптăранă хĕрарăм юн нумай çухатнипе пурнăçран уйрăлас хăрушлăх пуррине туйса-курса, ăна ют юн ярса çăлса хăварать. Çав юна хĕрарăма ун чухне мăшăрĕ панă.
Донорсем пирки тĕплĕнрех пĕлес шутпа районти тĕп больницăн поликлиника уйрăмĕн аслă медсестрипе А.В.Деминăпа тĕл пултăмăр.
- Ырă кун, Антонина Витальевна. Вулакансене чи малтан донор юнĕпе ăçта усă курни пирки тепĕр хут аса илтерсе хăварар мар-ши?
- Раççейре çулсерен миллион çура яхăн çынна юн яраççĕ. Тĕслĕхрен, Мускав хулишĕн кунсерен 200 литр донор юнĕ кирлĕ. Вĕсенчен 30 проценчĕ вара тĕп хулана Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнипе çеç саплашăнать. Онкогематологи чирĕсемпе чирлекенсемшĕн тата çул-йĕр аварийĕсенче сиенленнисемшĕн юн тата унăн компоненчĕсем - пурнăçпа тан. Юлашки вăхăтра пирĕн ума тепĕр хăрушлăх тухрĕ: ку вăл - террорла актсем. Паянхи кун тĕнчере çак хăрушлăха пула донорсен шучĕ 10-15 хут ытларах кирлĕ.
- Донор пулма кашни çынах пултарать-и?
- Донор пулма 18 çул тултарнă граждансем пултараççĕ. Паллах, юн парасси çăмăл япала мар, çавăнпа та донор пулас текен çыннăн çирĕп сывлăхлă пулмалла. Асăннă процедура умĕн, 10 сехет маларах, спиртлă шĕвек ĕçме, çуллă апат çиме юрамасть. Юн парас кун, ирхине, çăкăрпа пылак чей ĕçни çынна вăй-хал парнелĕ. Улма-çырла тутанни вара этем организмне кирлĕ витаминсемпе пуянлатĕ çеç. Процедура умĕн пĕр сехет маларах тата юн панă хыççăн икĕ сехет иртмесĕр пирус туртма, йывăр ĕçлеме пачах та юрамасть.
- Донор пулас текен çыннăн анализĕсене малтанах ăçта тĕреслеççĕ-ха?
- Донор пулас текен гражданина тухтăрсем малтанах ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Медицина тĕрĕслевĕсем çинчен тĕплĕнрех Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Перечень противопоказаний к донорству крови и ее компонентов" хушăвне вуласа паллашма пултаратăр. Анализĕсем чылай, анчах та патриот туйăмлă граждансемшĕн вĕсем пурте тỹлевсĕр. Енчен те çыннăн анализĕсене аван тесе çирĕплетсен кăна ăна донор пулма шанĕç. Паллах, юн панишĕн донора укçа памаççĕ. Ку вăл хăйне майлă "ыркăмăллăх" марафонĕ.
- Юн пама кирек хăçан та юрать е ятарлă график хатĕрлеççĕ?
- Комсомольски районĕн тĕп больници 2014 çулччен Канашри юн пухакан станцие пăхăннă. Паянхи кун эпир Шупашкар хулинчи юн пухакан станципе тачă çыхăнура. Палăртнă кун тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем тата ытти юн парас текен хастарсем районти тĕп культура çуртне пухăнаççĕ. Паллах, эпир вĕсене юн пама килмелли пирки маларах систеретпĕр. Больницăна килекен çынсемпе те çак темăпа калаçусем ирттеретпĕр. Пирĕн патра пархатарлă та тивлетлĕ мероприятие нихăçан та 110 çынран кая хутшăнман. Çын пурнăçне çăлмаллине пурте ăнланаççĕ, çавăнпа та донор пулма килĕшекен çынсен шучĕ çулсерен ỹсет.
- Антонина Витальевна, пирĕн районта хисеплĕ донорсем пур-и?
- Комсомольски районĕнче "Раççей Федерацийĕн хисеплĕ донорĕ" ята 23 çын тивĕçнĕ. Вĕсене патшалăх çулталăкра пĕрре укçан парса хавхалантарать. Унсăр пуçне юн панă кун донорсене апат валли тесе (пĕлтĕр çак хак 342 тенкĕпе танлашнă) укçа параççĕ. Донорлăх саккунĕпе килĕшỹллĕн, юн панă кун тата тепĕр кунне те гражданинăн канма ирĕк пур. Унăн ĕçри шалу виçи çине çак хушма кану кунĕ витĕм кỹмĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"