АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ

21 апреля 2017 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленессипе апрелĕн 18-мĕшĕнче йĕркелỹ комитечĕн пирвайхи ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова ертсе пынă. Майăн 9-мĕшĕччен юлнă вăхăтра пурнăçламалли чылай-ха: вăрçăра пуç хунисен ячĕпе лартнă палăксене йĕркене кĕртмелле, Çĕнтерỹ парадне ирттерме хатĕрленмелле.

Оргкомитет членĕсем палăртнă тăрăх, "Свеча памяти", "Скажи "спасибо" ветерану", "Читаем детям о войне" акцисем йăлана кĕнĕ йĕркепе иртеççĕ. Чи пысăк акцисенчен пĕри вăл - "Вилĕмсĕр полк". Унăн ретне кашниех тăма пултарать. Пĕлтĕр те вăл анлă иртнĕччĕ. Акцие хутшăнма кăмăл тунисене Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă салтаксен сăнỹкерчĕкĕсене пичетлесе штендер хатĕрлемелле. Çапла май вăрçă паттăрĕсен сăнне кашниех курма пултарать.

Пире таса тỹпе парнеленĕскерсене хисеплесе "Вилĕмсĕр полк" акцие кашниех хутшăнар.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика