18 апреля 2017 г.
Хальхи вăхăтра хăть хĕлле, хăть çĕрле темле чечек те туянма пулать. Хăш-пĕр чухне вĕсен илемĕпе темиçе кун кăна киленме май килет. Куç умĕнчех шанса пĕтеççĕ. Сăлтавĕсенчен пĕри - сăтăрçăсем тата вĕсем сарма пултаракан чир-чĕр. Сиен кỹрекен тата хăвăрт сарăлакан нăрăсем тапăннă ỹсен-тăрана тĕп тума тивет. Вăхăтра хăтăлмасан сăтăрçăсем тепĕр чечексене куçаççĕ-çке.
Акă, кăçал хризантемăсенче тупса палăртнă Анăç (Калифорни) чечек трипсĕ 250 тĕрлĕ ỹсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнаять. Трипс тапăнсан чечек хăвăртах илемне çухатать, папкисем татăлса ỹкеççĕ, "чиперкке" майĕпен хăрать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ палăрмаллах чакать. Трипс - хăрушă вирус чирĕсене саракан та. Вăл пирĕн тăрăха лартмалли материалпа, чỹлмекри ỹсен-тăранпа тата чĕрĕ пахча çимĕçпе килсе кĕме пултарать.
Ку сăтăрçă специалистсен куçĕ тĕлне кашни çулах пулать. Тĕрлĕ лавккари чечексенче асăрханă ăна. Ытларах чухне хризантема шар курать. Ку чечексем ыттисенчен черченрех-тĕр. Кăçал сăтăрçа Мускавран илсе килнĕ чỹлмекри чечекре асăрханă. Документсем тăрăх вара ăна Нидерландирен илсе килнĕ.
Сăмах май, пĕлтĕр те çак çĕршывран илсе килнĕ азалире тата кĕлчечекре сăтăрçăсем пурăннине лабораторире çирĕплетнĕ. Патшалăх аслă инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, иртнĕ çул Итали хризантеминче те трипс курăннă. Сăтăрçăсем тапăннă илемлĕ ỹсен-тăран партине çунтарма тивнĕ.
Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр карантинпа фитосанитари мероприятийĕсем ирттернĕ май, Чăваш Енре 5 тĕрлĕ карантин объекчĕ тупса палăртнă: Калифорни трипсĕсĕр пуçне, Пальма текен трипс, амбрози (амброзия трехраздельная), горчак (горчак ползучий), Кăнтăр Америка томат кĕви. Вĕсем пирĕн пата хĕвел çаврăнăшпа - Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенчен, фуражлăх тулăра Саратов облаçĕнчен - килнĕ. Кăнтăр Америка томат кĕви вара пĕр хуçалăх теплицинче феромон капкăнне çакланнă.
Йăлăхтармăш тепĕр сăтăрçă та пирĕн тăрăхра пĕрмаях тĕл пулкалать. Клевер пурçăнне кăçал Мускавран килнĕ майоран вăрлăхĕнче тупнă. Сăмах май, тĕнчипе çак курăкăн 150 тĕсне пĕлеççĕ, Раççейре вĕсенчен 15 тĕсĕ палăрнă. Хăш-пĕр региона, ытларах кăнтăр енчисене, пуçĕпех ярса илнĕ çак сăтăрçă. Чăваш Енре вара унччен Канаш тата Комсомольски районĕсенчи фермăсем çывăхĕсенчи усă курман çĕрсем çинче тапса тухнă пурçăнăн тепĕр тĕсĕпе - вĕлтрен пурçăнĕпе (повилика европейская) "кĕрешнĕччĕ", Канаш станцийĕ çывăхĕнче - уй-хир пурçăнĕпе (повилика полевая). Пурах çав çак сăтăрçăсен "хăвачĕ". Асăннă çумкурăксене 2012 çултанпа пĕтерес тесе кĕрешеççĕ пулин те пĕлтĕр каллех çав вырăнсенчех асăрханă вĕсене.
Вĕтĕ, анчах та çав тери усал хурт-кăпшанкăран шар курас мар тесен сутуçăран пахалăха ĕнентерекен документсем ыйтмалли пирки аса илтерме кирлех-ши? Пỹлĕмри чечексене кăна мар, пахча-садăмăра "усал" хăнасенчен хỹтĕлесси хамăртан килнине пурте ăнланатпăр-çке.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Каçал Ен"