18 апреля 2017 г.
Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри "Дети России" профилактика операцийĕ пуçланчĕ.
Унăн тĕллевĕ - çул çитмен çамрăксем хушшинче наркомание сарăлма чарасси, ачасене преступлени çулĕ çине тăрассинчен сыхласси тата вĕсене йĕркене пăхăнма хăнăхтарасси.
Апрелĕн 17-26-мĕшĕсенче республикăра профилактика операцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртет. Çавна май çул çитмен çамрăксем ытларах пуçтарăнакан тата çỹрекен вырăнсене тĕрĕслетпĕр. Районти вăтам тата тĕп шкулсене çитсе наркотик тата психотроплă япаласен пысăк сиенĕ пирки калаçусем йĕркелетпĕр. Енчен те кам та пулсассăн наркотик сутнине е вĕсене ачасене сĕннине пĕлет пулсассăн, вĕсене хĕрỹ лини телефонĕпе шăнкăравлама ыйтатпăр: 8(8352) 58-33-33.
Р.ЖУКОВА,
районти полици уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"