АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар мухтавĕн кунĕ

18 апреля 2017 г.

 Çулсерен Раççейре Александр Невский кнеç 1242 çулта Чуд шывĕ çинче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернине асăнаççĕ. Çак паллă событие халалласа апрелĕн 18-мĕшне Çар мухтавĕн кунĕ теме йышăннă.

1240 çулта Ливон Орден рыцарĕсем Псковпа Копорье хулисене ярса илеççĕ. 1241 çулта Александр Невский Новгород хулине килсе çитсе вăхăта сая ямасăр Копорьепе Псков хулисене каялла тавăрассишĕн Ордена хирĕç вăрçа тухать. Харсăр кнеç гарнизонăн пысăк пайне çапса аркатать, юлнă рыцарьсене тыткăна илеççĕ. Каярах, 1242 çулта, тата тепĕр хĕрỹ çапăçу - пăр çинче - иртет.

Летопись тăрăх, Чуд шывĕ çинчи пĕрлĕхпе ирĕклĕхшĕн тапраннă çак çапăçу хĕвел тухнă вăхăтра пуçланнă. Патриотла туйăм ярса илнĕ Ижора, Новгород тата Владимир халăхĕсене Александр Невский ертсе пынă, тепĕр енчен вара вĕсене Ливон Орден рыцарĕсем пулăшнă. Çак шведсемпе литва çарĕ тата Чуд шывĕ çинчи çĕнтерỹсем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра Руçь çĕрĕсем кнеçсем хушшинчи хирĕçỹсемпе тутар-монголсенчен çухатусем чылай тỹснĕ.

Çак çĕнтерỹсем çурçĕр-хĕвел анăç енчи вырăс çĕрĕсене Орден рыцарĕсенчен хăтăлма пулăшнă. Çавăн пекех Новгород çыннисем Европăпа суту-илĕве сыхласа хăварайнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика