14 апреля 2017 г.
Андриян Григорьевич Николаев - чăваш халăхĕн хастар ывăлĕ. Вăл Юрий Гагаринпа Герман Титов хыççăн 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне парăнтарнă, 3-мĕш космонавт. Чăваш Енре кăçал вăл "Восток-3" караппа пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине паллă тăваççĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунне тата паллă ентешĕмĕре халалласа республикăра тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç.
Космонавтика кунĕнче хастар ентешĕмĕр çуралса ỹснĕ вырăнта, Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче, паллă ĕç пулса иртрĕ: А.Г.Николаев летчик-космонавтăн мемориал комплексне чăваш ятне тĕнчене кăларнă ентешĕмĕрĕн автомобильне парнеленĕ. Çак "Волга-2410" машина Андриян Николаевăн хăйĕнех пулнă. Çулсем иртнĕçем вăл япăхланнă, çавăнпа та автотранспорта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн автобазин ушкăнне юсаса çĕнетме май килнĕ. Автомобиль уççине музейçăсене апрелĕн 12-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тыттарнă.
Çак кун Комсомольскинчи ача-пăча тĕп вулавăшĕнче те "Человек открывает Вселенную" пĕлỹ сехечĕ иртрĕ. Çамрăк вулавçăсем Елена Прокопьева библиотекарьпе пĕрле космос тата летчик-космонавтсем, вĕсем тĕнче уçлăхне парăнтарнин историне асне илчĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасем "Космические загадки" викторина ыйтăвĕсем çине хуравсем шырарĕç, "Покорители космоса" кроссворда шĕкĕлчерĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"