14 апреля 2017 г.
Район çыннисене апрелĕн 4-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртнине пĕлтересшĕн. Водитель стажĕ икĕ çултан сахалраххисене валли чарусем пур. Документпа килĕшỹллĕн водитель стажĕ икĕ çултан ытларах пулсан кăна буксировка тума, мотоциклсемпе мопедсем çинче пассажирсене турттарма юрать. Транспорт хатĕрĕ çинче "Начинающий водитель" паллă (сарă виçкĕтеслĕхри кăшкăру палли) пулма тивĕç. Унсăр пуçне документа хушма пункт кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн транспорт хатĕрне кура ун çинче çакăн пек паллăсем пулмалла, "Ш" ("Шипы" - хĕрлĕ виçкĕтеслĕхри "Ш" паллă), "У" ("Учебное транспортное средство") тата ыттисем те.
Çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсене административлă явап тыттаратпăр. Штраф сумми 500 тенкĕпе танлашать. Тепĕр çĕнĕлĕх - халĕ водитель удостоверенийĕсене Нумай функциллĕ центрсем урлă илме май пур. Документăн срокĕ тухнă пулсан çĕннине икĕ кун хушшинче илме пулать. Малтан Нумай функциллĕ центра кайса заявлени çырмалла, унтан права илмелли кăна юлать. Вĕсем документсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине тĕрĕслеме ярса параççĕ. Темиçе сехет черетре тăма кирлĕ мар. Çавăн пекех правана малтанхи йĕркепе те улăштарма пулать.
Унсăр пуçне çак уйăхра рейдсем ирттеретпĕр. Апрелĕн 21-22-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель", апрелĕн 24-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасене тытса пыракан хатĕр", апрелĕн 26-мĕшĕнче "Автобус" операцисем пулаççĕ. Çуран çỹрекенсене, водительсене асăрхануллă пулма, çул-йĕр паллисене тата правилисене пăхăнма ыйтатпăр.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"