14 апреля 2017 г.
Пирĕн районта ĕçсĕр çынсем сахалрах. Ку пĕтĕмлетĕве Чăваш Енĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсе кăтартнă цифрăсем тăрăх тума май килет.
Экономика тĕлĕшĕнчен хастар çынсен тата ĕçсĕрлĕх центрĕсенче регистрациленнисен йышне танлаштарсан пирĕн тăрăхра ĕçсĕрлĕх шайĕ чи пĕчĕкки - 0,29 процент. Муркаш районĕнче вăйпиттисен 0,32 проценчĕ, Çĕрпỹ районĕнче 0,33 проценчĕ ĕç шырать. Республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,78 процент е 5038 çын учетра тăрать. Çав вăхăтрах республикăн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви предприяти-организацисем 15,5 пин çынна йышăнма хатĕррине ĕнентерет.
Источник: "Каçал Ен"