АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун кĕлли - тỹрĕ эфирта

14 апреля 2017 г.

 Апрелĕн 16-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем чи çутă та аслă уява - Мăнкуна - паллă тăваççĕ. Çак ятпа чиркỹсенче аслă кĕлĕсем иртеççĕ. Шăматкун каçхине вара Наци телевиденийĕ (Триколор ТВ программăпа 823-мĕш кнопка) Шупашкар хулинчи Татиана соборĕнчи Мăнкун каçĕн кĕллине тỹрĕ эфира кăларать. Вăл апрелĕн 15-мĕшĕнче 23 сехетре пуçланать. Уяв службине Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава ирттерет. Çак каçах Иерусалимри Христос чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕнчен "Иерусалим валли тăнăçлăх ыйтăр" акципе килĕшỹллĕн сăваплă çулăм Раççее килсе çитет. Унтан ăна пирĕн республикăна илсе килеççĕ, районсенчи чиркỹсене те илсе çитереççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика