АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грант алă çавăрма пулăшнă

14 апреля 2017 г.

 Паянхи кун чылайăшĕ пысăк укçа тата ĕç шыраса Мускава е тата Раççейĕн ытти хулисене çул тытать. Кирек ăçта ĕçлени те аван, апла пулин те тăван тăрăхра тĕпленни - чи лайăххи. Ăна çирĕплетекенни - Григорий Атласкин йĕркеленĕ хресченпе фермер хуçалăхĕ.

- Малтанах ку вырăнта сысна самăртакан фермăччĕ, - аса илчĕ Григорий Васильевич. - 5 çул сыснасемпе ĕçленĕ хыççăн мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес ĕмĕт çуралчĕ. Тĕллеве пурнăçлас шутпа "Çемье ферми" программăпа усă курса грант çĕнсе илме пултартăм. Вăл вăхăтра çак гранта республика шайĕнче пуçласа 3 хресченпе фермер хуçалăхĕ илчĕ, вĕсенчен пĕри пирĕн хуçалăх пулчĕ.

Çак грант алă çавăрма пулăшнă та Григорий Васильевича. Унпа усă курса вăл 220 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма туса лартать. Хăйĕн Ярославски ăратлă ĕнисем çумне Етĕрне районĕнчен хушма 38 пуç ăратлă ĕне туянать. Мал ĕмĕтлĕ предприниматель "тăвалла пулсан та - малалла" каларăша ялан асра тытать.

- Хуçалăхра пурĕ 400 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 150-шĕ - сăвакан ĕнесем. Паянхи куна кашни ĕнерен талăкра вăтамран 16,8-шар килограмм сĕт суса илетпĕр, патшалăха 2400-2500 килограмм ăсататпăр, - терĕ фермер хуçалăхĕн ертỹçи Григорий Атласкин.

Ял хĕрринче вырнаçнă сĕт-çу ферми пирки комплекс теессĕмех килет: ĕçсене чылайăшне механизациленĕ. Унта выльăхсем тăмалли, сумалли тата çитермелли пỹлĕмсем уйрăм. Палăртмалла, кун евĕр хуçалăхсем Комсомольски районĕнче те нумаях мар - сунă сĕт ятарлă пăрăхсем витĕр 5 тонна кĕрекен сивĕтмĕше пуçтарăнать. Кунтан ăна сĕт-çу завочĕсене ăсатаççĕ. Ертỹçĕ ĕçченсен хăтлăхĕ пирки те манман - çăвăнмалли тата япала çумалли пỹлĕмсем те пур. Канмалли уйрăм пирки калас пулсан, ку çутă та ăшă пỹлĕмре вара диван-краватьсĕр пуçне сĕтел-пуканпа холодильник, плитапа телевизор вырнаçтарнă. Йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать.

Фермăра паянхи кун тин пăруланă тата аталаннă пăрусем, тапратнă тата пăруламалли ĕнесем валли уйрăм витесем туса лартнă. Кунти ĕçченсен, ытти фермăрисемпе танлаштарсан, ĕçĕсем те аплах йывăр мар: транспортер тислĕк кăларассине çăмăллатма пулăшать. Дмитрий Портнов тракторист кормораздатчикпа апат валеçет. Йĕкĕт Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăхрах çемье çавăрса тĕпленме ĕмĕтленет.

- Дима евĕр çамрăксем ытларах пулсан аванччĕ те... Ялсене аталанма пулăшакан программăсемпе çурт-йĕр туса паратпăр тени пĕрне те кăсăклантармасть. Е хуçалăхра 5 çул тар тăкасран шикленеççĕ-ши вĕсем? - чун ыратăвне пытармарĕ Григорий Атласкин.

Фермер хуçалăхĕн ертỹçин ĕмĕт-тĕллев чылай. Вĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр. Унăн яланах пурнăç çулĕпе хастаррăн утмалла пултăр.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика