АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнарĕ те, ĕçĕсем те ял-йыш асĕнчех

11 апреля 2017 г.

 Пулать-çке çавăн пекки - çынни çут тĕнчере тахçанах çук, унăн пархатарлă ĕçĕсене вара халăх нихăçан та манмасть. Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ỹснĕ, вĕреннĕ, ĕçленĕ Николай Ильин пиртен вăхăтсăр уйрăлнăранпа чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ пулин те, вăл тунă ырă ĕçсене унччен "Заря" колхоза кĕнĕ тăватă ял çыннисем, вĕрентỹ ĕçĕнче пĕрле тăрăшнисем яланах асĕнче тытаççĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕнче йĕркеленĕ "Шăпчăксем çывраймаççĕ" асăну каçне те паллă педагога, музыканта, композитора халалларĕç. Ялти клубра пĕр пушă вырăн та пулмарĕ, асăну каçне тăванĕсемпе çывăх çыннисем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем, вĕренекенĕсем, тусĕсем, ĕçтешĕсем пухăнчĕç.

Пурнăçра хăй хыççăн пысăк та паллă йĕр хăварнă Николай Андреевич пирки "Заря" колхоза нумай çул ертсе пынă Георгий Киргизов, ялти культура çурчĕн ĕçченĕ Елена Сорокина, Надежда Кузьмина учитель-ветеран, Комсомольски        1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ, Н.Ильин вĕренекенĕ Георгий Перьев ăшшăн аса илчĕç. Хырай Ĕнел шкулĕн директорĕ пулнă Нина Зайцева ĕçтешне, çемье тусне халалланă сăввине вуласа пачĕ. Сăмах илнисем Николай Андреевичăн çынлăхне, туслăха упрама пĕлнине, нумай енлĕ талантне палăртрĕç. Ара, вăл пĕр вăхăтрах педагог, руководитель, музыкант, композитор, художник та пулнă-çке. Шкул тулашĕнчи ĕçрен нихăçан та пăрăнман, вăл ертсе пынипех "Заря" колхозăн пĕрлештернĕ хорĕ районти Акатуйсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Çакна валли ĕç хыççăн мĕн чухлĕ репетици тумалла вĕт! Репертуарта вăл кĕвĕленĕ юрăсем те пулнă. Хăйĕн вăйне, ăсне, пултарулăхне хурса тăрăшнă юратнă ĕçне чунтан парăннăскер.

Сцена çинче Николай Андреевич кĕвĕленĕ, унăн вĕренекенĕсем Г.М.Перьев, Г.Г.Степанова, ывăлĕ Ярослав хайланă юрăсем шăранчĕç. Çемье архивĕнче упранакан сăнỹкерчĕксенчен йĕркеленĕ презентаци, Чăваш телевиденийĕ ỹкернĕ сюжет Николай Ильинăн сăнарне пирĕн ума тепĕр хут туллин кăларса тăратрĕç.

Ашшĕн ĕçне ывăлĕ Ярослав малалла тăсать. Вăл та - музыкант, учитель, шкул директорĕ. Никита мăнукĕ те пĕчĕкренех баянпа, купăспа калать, вăл та хăйĕн ăсталăхне кăтартса пачĕ. Каринăпа Анфиса мăнукĕсемшĕн те музыка тĕнчи ют мар - вĕсем ташлама юратаççĕ.

Иртнĕ вăхăтсене аса илсе, юлашкинчен сцена çине хор тухрĕ. Н.А.Ильин ертсе пынипе "Заря" колхоз хорĕ уявсенче шăрантарнă "Как при лужке при луне", "Утăрсене тăварса ярăр" юрăсене хăватлăн, мăнаçлăн янраттарчĕç вĕсем. Курса ларакансем тăватă ялти юрăçсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

"Ыр çын каять - ят юлать", тет чăваш халăхĕ. Паллă музыкантăн ячĕ, ĕçĕ нихăçан та çĕр çинчен çухалмĕ. Çапла пултăр тесе Ильинсен ачисем, асăну каçне йĕркелекенсем вăл кĕвĕленĕ юрăсене пуçтарса нотисемпе пĕрле кĕнеке кăларас шухăш тытнă. Вĕсен кирлĕлĕхне хорсем йĕркеленĕ чухне культура ĕçченĕсем пĕрре мар туйнă ĕнтĕ. Ырă ĕçе ырă çул сунас килет.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика