11 апреля 2017 г.
Иртнĕ эрнере Комсомольски район администрацийĕнче граждансене Шупашкарти районсен хушшинчи çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен Ирина Бородина прокурор йышăнчĕ.
Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май, йышăнăва пынисене ытларах хуçалăхри хытă каяшсене пуçтарасси тата ĕçмелли шыв пахалăхĕ кăсăклантарчĕ. Çав вăхăтрах граждансене çỹп-çап тăкакан вырăнсем те канăç памарĕç. Унта та кунта ăпăр-тапăр сапаланса выртни район сăн-сăпатне илемсĕрлентернисĕр пуçне пирĕн, кунта пурăнакансен, тирпейсĕрлĕхĕпе хамăра хамăр юратманнине, хисеплеменнине палăртакан пулăм. Апла пулсан, тасалăхпа тирпейшĕн пĕр çын çеç мар, кашниех яваплă.
Ирина Бородина прокурор граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, хăшĕсен тĕлĕшĕнчен вара ятарлă тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме сăмах пачĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"