АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç пурте пĕрле тăрар

11 апреля 2017 г.

 Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Республика тỹремĕнче терроризма хирĕç акци иртнĕ. Унта 7 пин çын хутшăннă. Акци тĕллевĕ - влаç органĕсемпе общество терроризмпа кĕрешессине вăйлатасси, çамрăксене ытти наци тата тĕн конфессийĕсен представителĕсене хисеплемеллине аса илтересси.

Аса илтерер, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри метрора взрыв пулнă. Унта 13 çын вилнĕ, 50 ытла суранланнă.

Альберт Хазрат, Комсомольскинчи мăсăльмансен прихучĕн имамĕ:

- Коранра "Эпĕ сире пĕр-пĕринчен лайăхрах е япăхрах пулма тĕрлĕ халăх пултармарăм. Ырă ĕçсемпе пĕр-пĕрин хушшинче тата ман умра палăрма турăм", тесе калани пур. Çавна май прихута çỹрекенсем Санкт-Петербургри теракта чĕри патне илсе хулари çынсемпе пĕрле хурланнине тата çакнашкал усал ĕçсене сивленине пĕлтереççĕ. Вĕсем пĕр хутчен кăна мар ислам тĕнĕпе терроризм килĕшсе тăманнине, вĕсен пĕрлехи нимĕн те çуккине калаççĕ. Коранта пĕр çынна вĕлерни пĕтĕм этемлĕхе пĕтернипе пĕр килет тесе çырнă. Эпир яланах мирлĕ пурнăçшăн. Пирĕн район çыннисем, хăйсем мĕнле тĕне тытнине пăхма-сăрах, ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе пурăннă, пурăнаççĕ те. Асаттесемпе асаннесем çак туслăха ăруран-ăрăва парса пынă. Пирĕн тĕллев - ачасене, мăнуксене пĕр-пĕринпе çураçуллă пурăнма вĕрентесси. Халăхсем хушшинчи туслăхпа килĕшỹ пире пуянлатать, тăнăçлăхпа ăнăçу кỹрет. Пирĕн пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕшĕн савăнма, инкекшĕн пĕрле хурланма хăнăхмалла. Çакă пурнăçра ырăлăх кỹрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика