АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырайĕнелсем çуракине хатĕр

11 апреля 2017 г.

 Хĕвел кунран-кун çỹле хăпарнăçем кун ăшăтса, юр ирĕлсе пырать. Халĕ ĕнтĕ хирелле пăхсан унта та кунта çеç юр выртнине куратăн. Часах акă çĕр типсе çитĕ те уй-хир техника шавĕпе тулĕ.

Хырай Ĕнел ялĕнче "Искра" колхоз 1992 çулта йĕркеленнĕ. Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Колхозра акмалли çĕр лаптăкĕ пурĕ 878 гектарпа танлашать, ĕçченсем 150 гектарне кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Кăçалхи çул вара çурхи тулла 100, урпана 200, сĕлĕпе пăрçана 20, куккуруса 60 тата пĕр çул ỹсекен курăксене 80 гектар çинче çитĕнтерме палăртаççĕ. Ытти - нумай çул ỹсекен курăксем валли.

- Эпир çурхи акана тухма хатĕр тесен те юрать. Акă, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче техникăна ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр. Комисси членĕсем транспорт юсавлăхĕ лайăх, паха тесе хакларĕç. Механизаторсене - Николай Воробьева, Николай Кокшина, Владимир Мукшина, Владимир Кудряшова - тăрăшса ĕçленĕшĕн ырларĕç, çурхи акана ирттерме ăнăçусем сунчĕç, - терĕ хуçалăх председателĕ Александр Зайцев. - Владимир Мукшин механизатор вара ĕмĕрĕпе колхозра тар тăкнă, стажĕ - 40 çул. Вăл паянхи кун 1-мĕш класлă тракторист, çав вăхăтрах ял старости те.

Хуçалăх 60 тонна минераллă удобрени туяннă, тинтерех çеç тулă тата урпа вăрлăхĕсем кỹрсе килнĕ. Палăртмалла, кусем пурте элитлă сортсем, пăрçа çеç 1-мĕш репродукциллĕ. Агроном дизтопливăпа бензин çителĕклине те палăртрĕ.

"Искра" колхозри ферма пирки те асăнса хăварам. Ăна механизациленĕ, ĕнесене сумалли тата тăмалли, çитермелли вырăнсем уйрăм. Выльăхсене тулăх тăрантарма тăрăшаççĕ, ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче пулнине пĕр самантлăха та манмаççĕ. Хуçалăхра пурĕ 550 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 140-шĕ - сăвакан ĕне. "Искрăра" халăхран та сĕт туянаççĕ.

- Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 20,3 килограмм сĕт суса илетпĕр, патшалăха 2600-2700 килограмм ăсататпăр. Инна Лебедевăпа Алена Фомина дояркăсем районта яланах малтисен йышĕнче. Пăру пăхакансем пирĕн виççĕн. Кашниех харпăр хăй ĕçне юратса ĕçлет, шалăвне те, паллах, тивĕçлĕ илет, - палăртрĕ ферма ертỹçи Мария Ильина.

Кăçал ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ, çулсене юсаса яла тирпей-илем кĕртмелле. Çамрăксем те тăван тăрăхра тĕпленсен ял сăн-сăпачĕпе пĕрлех пурăнмалли условисем те тĕпренех улшăнĕç.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика