07 апреля 2017 г.
"Ĕçчен çынна ял савать", - тенĕ ваттисем. Ку сăмахсем чăннипех те Николай Валентинович Краснов çинчен тейĕн.
Коля Аслă Çĕрпỹел ялĕнчи нумай ачаллă хресчен çемйинче 1957 çулта çуралнă. Вăл, арçын ачасенчен асли пулнăскер, ашшĕпе амăшне килти хуçалăхра, каярах колхозра вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕннĕскер каярах та тăван ялтан тухса кайма шутламан - 10-мĕш класс хыççăнах "Красный Октябрь" колхозри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекса ĕçлеме вырнаçать. Палăртмалла, хуçалăх саланиччен унта 600-700 пуç шултра выльăх пулнă. Ĕлкĕрсе пыма çăмăл пулман пуль, апла пулин те йĕкĕт йывăрлăхсем умĕнче пуç усман. Ĕçри пултарулăхшăн, çитĕнỹсемшĕн Коля тете грамотăсене, Хисеп тата Тав хучĕсене, унсăр пуçне "Социализмлă ăмăрту çĕнтерỹçи" ята темиçе хутчен те тивĕçнĕ.
Пĕр ырă кун каччă Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ỹснĕ сарă хĕре асăрхать. Тоньăпа йĕкĕт часах çемье çавăраççĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнакан килте икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуралать. Ачисем ỹснĕ самантрах телейлĕ мăшăр çурт лартса хуралтăсем çавăрма та ĕлкĕрет. Хуçалăх тенĕрен, Красновсен килкартинче хур-кăвакал çеç мар, мăйракаллă шултра выльăх та нумай. Тутар ялĕсенче лаша усранипе тĕлĕнтереймĕн, чăвашсем ку енĕпе темшĕн хастарах мар. Аслă Çĕрпỹел ялĕнче те пĕр Красновсен хуçалăхĕнче çеç лаша пур. Колхоз салансан Коля тетепе Тоня аппа пахча çимĕç туса илсе сутма пуçлаççĕ.
Пурнăç вăл - лайăх вĕрентекен, -теççĕ халăхра. Коля тете пирки калас пулсан, арçын ăста платник та, кирпĕч хурас ĕçе те парăнтарнă: ун пеккисене "ылтăн алăллă" теççĕ. Аслă Çĕрпỹелĕн хастарĕ пирки вара ялта "Коля пурăнсан ял пурăнать" тенине илтме тỹр килчĕ. Ку вăл - пысăк хак паниех.
Паянхи кун Тоня аппапа Коля тете ачисен пилĕк пепкипе савăнаççĕ. Мăнукĕсем час-часах аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне килсе çỹреççĕ, вĕсене пур енĕпе те пулăшаççĕ.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"