АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей сăрин уççи - юратура

07 апреля 2017 г.

 Шăнкăрав çине пуссанах пỹрт алăкне вăтам пỹллĕ те чипер, тутине кăшт çеç сисĕнекен писев сĕрнĕ хĕрарăм уçрĕ. Сăмсана тинрех çеç пиçсе тухнă вĕри кукăль шăрши кăтăкларĕ, пỹлĕмре вара тĕрленĕ тата çыхса хатĕрленĕ ал ĕçĕсем куçа тыткăнларĕç. Малтанах çакăн евĕр хỹхĕмскер хурçă утпа чĕрĕк ĕмĕр ĕçленине шанасах та килмерĕ.

Лена Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнчи Анастасия Ивановнăпа Василий Александрович Тарасовсен çемйинче 1957 çулхи хĕллехи пĕр сивĕ кун çут тĕнчене килнĕ. Нумай ачаллă çемьере мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Хĕрача çуллахи кунсенче çум çумланă, тен, ыттисемпе пĕрле ĕлкĕреймен те пуль, апла пулин те аслисем пĕчĕкскере пулăшса пынă.

- Çум çумланă чухне пĕр енчен анне, тепĕр енче аннен аппăшĕ тăратчĕ. Çумĕ юлнă та пуль, паллах, пĕчĕкскер, эпĕ вĕсем пекех ĕçлеймен. Кая юлнă самантсенче аслисем хавхалантарнă, пулăшнă, - ачалăхĕ пирки каласа пачĕ Лена аппа.

Йывăр ĕçе çăмăллатма вара хаваслă калаçупа шỹт пулăшнă.

Часах шкула кайма та вăхăт çитет - малтанах хĕрача Çĕнĕ Сĕнтĕрти пуçламăш пĕлỹ паракан, унтан Хырай Ĕнелĕнчи 8 класлă шкула çỹреме пуçлать. Кунти виçĕ çул хыççăн чиперук республикăн тĕп хулине, Шупашкара, çул тытать. Тин çеç шкул партти хушшинчен хăпнăскер "Паха тĕрĕ" фабрикăна вырнаçать. Унта вăл вĕренекен шутĕнче çур çул тăрăшать. Фабрикăна Кỹкеç поселокне куçарнă хыççăн пултаруллă ĕçчене çĕвĕ машини шанса параççĕ. Çĕвĕç профессине алла илнĕскер халĕ тумтир, çипуç çĕлеме çеç мар, унпах ĕнтĕ тĕрĕ тĕрлеме те, тỹме лартма та пултарать.

- Хуçалăхра ĕне, сурăхсем, хур-кăвакалпа чăххи-чĕппи те пулнă. Вĕсене кашнинех пăхмалла, хĕле те хатĕрленмелле. Анне мана ялтан малтанах ярасшăн марччĕ, ĕç, пурăнма вырăн пулнине пăхмасăрах тăван çыннăм ялах чĕнетчĕ, - тăсăлчĕ асаилỹ çăмхи.

Хĕр çулла яла килет. Кунта вара хĕрỹ самант - утă вăхăчĕ. Вăхăтлăха пулăшма тесе фермăна ура ярса пусать те Лена тата икĕ çул ялта пурăнать. Пĕрех çамрăк юн хуланаллах туртăнать - хальхинче хĕр агрегат заводне вырнаçать. Кунта вăл тракторсем валли саппас пайсем хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать. Çамрăк пикене, паллах, чылай каччă куç хывнă. Ленăн та чĕре савнă çынни, Иван, пулнă. Анчах та йĕкĕт ялта, хĕрĕ хулара - иккĕшĕ икĕ çĕрте. Иван нумай шутласа тăмасть, хĕр "вăрлама" тĕп хулана килсе çитет, çапла вара ялта çĕнĕ çемье çуралать. Мăшăрĕ, Иван Петрович Егоров, "Россия" колхозра трактористра тар тăкнă. Хĕрарăм мăшăрне пулăшса хурçă утпа çывăхрах паллашать, унтан председатель Ленăна руль умне ларма сĕнет, çирĕп вăй-халлăскер хурçă ута парăнтарасси пирки иккĕленменнине пĕлтерет.

- "Россия" колхоз вăл вăхăтра чăннипех шултра, тĕреклĕ хуçалăхчĕ, унăн çĕр лаптăкĕ те самаях пысăкчĕ çав, - иртнĕ кунсен çутине аса илчĕ Лена аппа. - Хуçалăх 7-8 яла пĕрлештерсе тăратчĕ. Машина-трактор паркĕнче тата мĕн чухлĕ техникăччĕ! Колхозсем уйрăлнă чухне пирĕн "Раççейĕмĕр" те пайăн-пайăн саланчĕ, - хаш! сывларĕ хĕрарăм.

Çĕнĕ мăшăр часах ача-пăчаллă пулать, вĕсен ĕнтĕ 2 хĕрпе 1 ывăл çитĕнет. Анчах та...

- Пурте пурччĕ темелле, анчах та ачасем пĕчĕкрех, вĕсене никампа та хăварма çук. Паллах, ял çыннисен ытларах пайĕ тăван хуçалăхра тар тăкать, çамрăк çемьесем пурте ачаллă. Садик туса па-чĕç, - терĕ Елена Васильевна.

Мĕн калăн? Ĕçре тĕрлĕрен кăткăслăх та сиксе тухать, Егоровсене вара умри чăрмавсене çĕнме пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланнипе чунтан савни пулăшса пынă.

- Çынра хавхалану пулсан, чĕрере юрату хуçалансан çемьере çеç мар, ĕçре те ăнса пырать, - алăран тыттарчĕ хĕрарăм телей çăрин уççине.

Елена Васильевнăна ĕçри тăрăшулăхпа çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă. Районпа республика шайĕсенче иртекен сухаçăсен тупăшăвĕсенче мала тухнишĕн темиçе хутчен те хĕрарăма грамотăсем парса хавхалантарнă, вăл тĕрлĕрен паллăсемпе дипломсене те тивĕçнĕ.

"Ĕçне кура хисепĕ", - теççĕ. Лена аппана икĕ хутчен район Совечĕн депутатне суйланă. Чарăнмасăр шаккать сехет йĕппи, вăхăчĕ таçта чупать те чупать.

Паянхи кун Елена Васильевнăпа Иван Петрович Егоровсем хăйсем çуратса пăхса ỹстернĕ 3 ачапа тата вĕсен 6 тĕпренчĕкĕпе чунтан савăнаççĕ. Паянхи кун вара Елена Васильевна юратнă анне, савнă кукамай, асанне. Çакăн евĕр çемьесем Раççейре йышлă пулсан Раççейĕмĕр малашне те çирĕп те тĕреклĕ пулĕ.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика