07 апреля 2017 г.
Чăваш Республикине, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, 323 млн 270 пин тенкĕ хушма пулăшу куçарса пама йышăннă. Асăннă укçа граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарма пулĕ. Çак пысăк пулăшăва Чăваш Ен Правительстви Раççей Федерацийĕн Правительствипе, РФ Строительство министерствипе, РФ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен фондпа тачă çыхăнса ĕçленине кура тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăрнă укçа Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисене куçнине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесессĕн асăннă муниципалитетсенче граждансене хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа кирлĕ пек шайра пулса пымасть.
Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă адреслă программа ре-гионта 2013 çултанпа пурнăçа кĕме тытăннă. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен программăпа килĕшỹллĕн, тăватă тапхăрпа 13,1 пин çынна хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Хальхи вăхăтра программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртсе пĕтернĕ, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш тапхăрне те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме тĕллев лартнă.
Источник: "Каçал Ен"