АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм инкек ан кỹтĕр

07 апреля 2017 г.

 Кăçалхи çулталăкăн пĕрремĕш виçĕ уйăхĕ хыçа юлчĕ. Çак хушăра пирĕн районта 6 пушар пулчĕ. Çакă пĕлтĕрхи кăтартуран 2 сахалрах. Вут-çулăмра 810 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ (2016 çулта асăннă тапхăрта - 1035000 тенкĕлĕх).

Комсомольски, Асанкасси, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕсенче - пĕрер, Хыр-хĕрри тăрăхĕнче икĕ хутчен "хĕрлĕ автан" алхаснă. Пушарсем ытларах пурăнмалли секторта тухнă, пĕр автомобиль çунса кайнă. Электрооборудованипе, кăмака хутнă чухне тимлĕ пулмаллине кашнинчех асăрхаттаратпăр пулин те, вĕсем çав-çавах вут-çулăм тухнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ-ха. Телее, инкексенче кăçал çын вилнĕ тĕслĕх пулман.

Патшалăх пушар надзорĕ граждансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерет. Тимлĕх сире пурнăçăра тата пурлăхăра упраса хăварма пулăшĕ.

Районта "112" номерлĕ пĕрлĕхлĕ çăлав телефонĕ ĕçленине аса илтерес килет. Унпа стационарлă тата кĕсье телефонĕсенчен те талăкĕпех шăнкăравсене йышăнаççĕ.

Д.КУЗЬМИН,

патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика