07 апреля 2017 г.
Ĕнер Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ иртнĕ. Унта пăхса тухма палăртнă ыйтусем яланхиллех йышлă пулнă. Çавсен хушшинче республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкерекен отчечĕ тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Михаил Васильевич экономикăн тĕрлĕ отрасльне тишкернĕ, чылай енĕпе ĕçе лайăхлатмаллине палăртнă. Республика ертỹçи асăнса хăварнă тĕп шухăш - республикăна малашне те халăх интересне шута илсе аталантармалла.
Регион Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсемпе пиллĕкмĕш çул ĕçленине асăннă. "Паянхи санкцисем пире çĕнĕ условисем кăларса тăратаççĕ. Çăмăлах мар çак лару-тăрура та республикăн Министрсен Кабинечĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне кирлĕ шайра аталантарса пынă", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Енре ача сачĕсенче черетсем çук. Виçĕ çултан иртнĕ мĕнпур пепке ача пахчине çỹрет, ку енĕпе кăтарту 78 процентпа танлашать.
Бюджет пайĕнче ĕçлекенсен шалу виçи ỹснĕ, 2015 çулпа танлаштарсан вăтам ĕç укçи 3,6 процент хăпарнă. Республикăра СЭД витĕмĕ пысăк, тĕрлĕ влаç органĕсенче, муниципалитетсенче ĕçлекенсем ĕç хучĕсене электронлă майпа йĕркелесе пыраççĕ. 2018 çулта регионти халăхăн 23 проценчĕ пысăк хăвăртлăхлă интернет çине куçасси те паллă, ку енĕпе ятарлă проект пур. Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнче промышленноç производствин калăпăшĕ пысăк пулнипе ыттисенчен палăрса тăрать, кăтарту 107,6 процента çитнĕ.
"Республика Правительстви граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса панă. Инфратытăм вăй илнĕ, халăхăн пурнăç шайĕ лайăхланнă", - тенĕ Михаил Васильевич.
Халăх йышĕ ỹссе пырать. Çураласлăхăн кăтартăвĕ пысăк. Çынсен пурăнас кун-çулĕ вăрăмланнă, çĕр çултан иртнĕ ватă чылай. Йышлă çемьесем сахал мар.
Чăваш Республики харпăр хăй пурлăхне хỹтĕлес енĕпе çĕршыври субъектсем хушшинче 16-мĕш вырăнта. "Чăваш Республики - социаллă тăнăçлă регион. Ку пурпĕрех пире тимлĕхе çухатма ыйтмасть. Террора хирĕç кĕрешме те яланах хатĕр пулмалла", - чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паян уйрăмах çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ачасене çĕршыва юратма, вĕсен патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшмалла. Вĕсене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентмелле.
"Пирĕн республикăра тăнăçлăха упраса хăварас, шайлашуллă бюджет, социаллă сферăна тимлĕх уйăрас, ĕç климатне лайăхлатас, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусем приоритетлă пулса тăмалла", - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.
Ыйтусем те йышлă пулнă. Депутатсем яллă вырăнсене аталантарассипе, ачаллă çемьесене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Ишĕлекен тата кивĕ çуртра пурăнакансене хăтлă хваттере куçарасси пирки те сăмах пулнă. Малашне ку программăна федераци шайĕнче улшăну кĕртесшĕн. Ун чухне çемьесен финанс лару-тăрăвне те шута илĕç. Хула çумĕнчи маршрутпа саккунлă мар турттаракансем пирки те кăсăкланакан пулнă.
Источник: "Каçал Ен"