АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке кунĕ иртрĕ

04 апреля 2017 г.

Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен кĕнеке кунне çулсерен март вĕçĕнче уявлаççĕ. Ăна пуçараканĕсем ача-пăча çыравçисем Лев Кассиль, Самуил Маршак, Корней Чуковский тата Сергей Михалков пулнă.

Асăннă куна халалласа Александровка ял вулавăшĕ "Ачалăхри ырă кĕнекесем" ятлă кĕнеке выставки йĕркелерĕ. Тата ачасемпе çамрăксен кĕнеке эрнинче ялти библиотекăра тăрăшакансем "Эпир пурте Çĕр-планета çыннисем", "Çемье - телей çурчĕ", "Манăн çемье йăли-йĕрки", "Эпир наркотика хирĕç" калаçусем ирттерчĕç.

Валентина Потапова библиотекарь вара тинрех çеç килнĕ литературăна тишкерчĕ. Александр Захватовпа Галина Белгалис çырнă произведенисем тăрăх хатĕрленĕ "Поле чудес" вăйă питĕ кăсăк пулчĕ. Ачасем кунта ыйтусем çине хуравланисĕр пуçне хăйсене творчество енчен те кăтартма пултарчĕç, куракансене юмахри сыпăксемпе паллаштарчĕç. Кунсăр пуçне вулавăш ĕçченĕсем ачасемпе "Кĕнеке. Вулав. Литература геройĕсем" викторина та ирттерчĕç. Кăмăллă та кăсăк вăйăсем кашнинех килĕшрĕç, асăнмалăх панă парнесем пурин куçĕсене те çиçтерчĕç.

В.ПОТАПОВА,

библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика