04 апреля 2017 г.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре "Экологи хăрушсăрлăхĕнчен хỹтĕленмелли кунсем" акци пуçланĕ. Çĕршывĕпех çулсерен иртекен мероприятие пирĕн патра та хутшăнассине Правительствăн тунтикунхи ларăвĕнче сỹтсе явнă.
Акци ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланса çĕртмен 5-мĕшĕччен тăсăлĕ. Республикăн çутçанталăк тата экологи министрĕ Александр Коршунов пĕлтернĕ тăрăх, унта мĕнпур муниципалитет хутшăнĕ. Çав вăхăтра йывăç-тĕм лартĕç, тавралăха тирпейленĕ май çăлкуçсене тасатĕç, урамсене хăтлăх кĕртĕç. Республика ертỹçи Михаил Игнатьев 2010 çулхи вăрман пушарĕсенче шар курнă вырăнсене йывăç лартмаллине те каланă.
Аса илтерер, Раççейри экологи рейтингĕнче Чăваш Ен чи лайăх регионсен хушшинче тăваттăмĕш йĕркене йышăннăччĕ.
Источник: "Каçал Ен"