04 апреля 2017 г.
"Чăваш Ен" ПТРК, Наци телерадиокомпанийĕ тата "Советская Чувашия" хаçат пуçарнă медиапроектăн пĕрремĕш кăларăмĕ телеэфира тухнă. Ăна Экологи çулталăкне халалланă.
Кăларăма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ОНФ, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Экологи тĕлĕшпе Чăваш Енĕн мăнаçланмалли ĕçсем пур. Республика федераци субъекчĕсен экологи рейтингĕн лидерĕсен шутне кĕнĕ. Каяшсене тирпейлекен завод хута кайнă, тасатакан çĕнĕ биологи сооруженийĕсем ĕçлеççĕ, икĕ районта хытă каяшсене тиесе ăсатакан станцисем тума палăртнă. Шупашкар çумĕнчи Питтукассинчи кивĕ свалкăна рекультивацилеме пуçлаççĕ - çак ĕç валли çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрнă.
Çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - шыв тасатмалли нумаях пулмасть хута янă проектпа паян çĕршыв шайĕнче усă кураççĕ. Халь республикăн тĕп хулинчи шыв тасатмалли хăватсем пĕтĕм хулана паха шывпа тивĕçтерме май параççĕ. Хулана çеç те мар, ялсене те таса шывпа тивĕçтересси пирки сăмах пырать.
Çапах татса памалли ыйту та пайтах. Çынсен экологи культурине мĕнле çĕклемелле, çỹп-çапăн, хытă каяшсен саккунсăр куписемпе мĕнле кĕрешмелле? Атăл шывĕн пахалăхне лайăхлатассине витĕм кỹме пултаратпăр-и? Çак тата ытти ыйтăва тỹрĕ эфирта сỹтсе явнă, республикăра пурăнакансем çĕкленĕ ыйтусене хуравланă.
Источник: "Каçал Ен"