АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вĕрентекен- 2017"

31 марта 2017 г.

 Пуш уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2017" республика конкурсĕн районти тапхăрĕ икĕ турпа иртрĕ. Унта педагогсен методика ăсталăхне, анализ тума тата педагогикăри çĕнĕ технологисемпе усă курма пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Конкурсăн пĕрремĕш турĕ "Урок", "Мастер-класс" тата "Методика семинарĕ" ĕçсемпе палăрчĕ. Професси ăсталăхĕн конкурсне Тукай Мишер вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Зиля Бахалдинова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Алсу Валитова, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн историпе обществознани учителĕ Лейсан Гибатдинова, Урмаел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Гульназ Зиганшина тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Индюкова хутшăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Светлана Индюковăпа Алсу Валитова парăнтарма пултарнă. Жюри членĕсем палăртнă тăрăх, пĕрремĕш вырăна Гульназ Зиганшина çĕнсе илнĕ. Эпир унран вĕрентекенсен республика шайĕнче иртекен конкурсĕнче те малтисен ретĕнчех пуласса кĕтетпĕр.

Г.АЗМУКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика