АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çакăн евĕр професси!

31 марта 2017 г.

 Чăваш Республикинчи Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕ РФ Оборона министерствин çар училищисенче аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме кандидатсем суйлать. Тĕслĕхрен, Комсомольски ялĕнче çуралса ỹснĕ Артем Хоменко - Хусанти аслă çар команда училищин курсанчĕ. Çар училищине вĕренме епле кĕме пулать-ши? Ыйту çине хурав шыраса граждансене çар службине хатĕрлес тата чĕнес уйрăмăн начальникĕпе Ирина Викторовна Козловăпа калаçу ирттертĕмĕр.

Офицер кĕрнеклĕхĕ, статус, çар формипе хастарлăх наградисем, кулленхи тата уявсенчи çар ритуалĕсем, чуна тивекен мăнаçлă юрăпа хăйевĕрлĕ этикет - ку вăл хăйне хисеплекен кашни арçын ачан ĕмĕчĕ. Анчах çĕршыв хỹтĕлевçисен профессийĕнче йывăрлăх та чылай, çавăнпа та унта хăй ĕçне чунтан-вартан парăннисем çеç тăрăшма пултараççĕ.

- Ирина Викторовна, кам курсант пулма пултарать-ха?

- Курсант валли виçĕ категорири çынсене йышăнатпăр: 16-22 çулсенчи вăтам пĕлỹллĕ яшсем, 24 çула çитмен, çар службинчен таврăннă йĕкĕтсем тата контрактпа çар хуралĕнче пулнă 27 çул тултарман арçынсем. Паллах, курсант пулас текен çамрăкăн сывлăхĕ çирĕп, ỹт-пỹ енчен те кĕрнеклĕ пулмалла.

- Часах вĕренỹ çулĕ те вĕçленĕ. Пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарас текен çамрăксен мĕн пĕлмелле-ха?

- Çамрăкăн апрелĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр вырăнти çар комиссариатне документсемпе çитсе унта заявлени çырмалла. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла тата алăра психологи тĕлĕшĕнчен сыввине çирĕплетекен хут пулмалла. Экзамен - ППЭ - паллисене пăхаççĕ. Тĕп предметсем çаксем: вырăс чĕлхи, математика, тепĕр предметне ача хăй суйласа илет. Физкультура - арçын ачасен туртăнса, 100 метрпа 3 километр чупмалла; хĕрачасен вара 100 метрпа 1 километр таран чупса тупăшма тивĕ. Вырăнти çар комиссариатĕнче вăй хуракансем документсене майăн 20-мĕ-шĕччен çар училищине çитерĕç, унта вĕсемпе йышăну комиссийĕ паллашĕ. Хуравĕ вара июнĕн 20-мĕшĕ тĕлнелле килсе те çитĕ. Кандидатсен июлĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр çар-вĕренỹ училищисене çитмелле, çул укçи тỹлемелле мар.

- Эсир хĕрачасем терĕр. Вĕсене те çара йышăнаççĕ-и?

- Хĕрсене çар службине темиçе çул каялла илместчĕç, анчах 2015 çултан пуçласа хăш-пĕр çар университечĕсем хĕрсен кандидатурисене те ырлама пуçларĕç. Положенисемпе тĕплĕнрех РФ Оборона министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

- Ытти вĕренỹ учрежденийĕсенчен çар училищи мĕнпе уйрăлса тăрать-ха?

- Курсантсем - çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем, çавна май вĕсене патшалăх пур енĕпе те пулăшать. Вĕреннишĕн, пурăннишĕн, апатланнишĕн те яшсен тăкакланма тивмĕ. Вĕренни те стаж шутне кĕрет, вĕсем иккĕмĕш курсран уйăхсерен шалу илме пуçлаççĕ. Çамрăксен çулсерен икĕ хут канма та май пулĕ: çулла - 30-шар, хĕлле - 15-шер кун. "Лейтенант" званине илме пурĕ 5 çул ăс пухма тивĕ.

- Офицерсемшĕн мĕнле çăлтăрсем "çутатаççĕ-ши" тата?

- Пĕрремĕшĕ: аслă пĕлỹ паракан ытти учрежденисемпе танлаштарсан, çар училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк лейтенантсемпе прапорщиксем нихăçан та ĕçсĕр юлмĕç, мĕншĕн тесен вĕсене РФ Оборона министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн 5 çуллăх программа тăрăх хатĕрлеççĕ. 5 çул иртсен офицер валли ипотека кредичĕн счетне уçаççĕ. Вăл унпа гражданкăра та усă курма пултарĕ. Çирĕп кăмăллă та пултаруллă çынсем пурнăçра та çухалса каймаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика