31 марта 2017 г.
Раççейре иртнĕ çул пенсионера пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене пысăклатнă май ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 1,5 процент ỹстереççĕ, пенси балĕ 78,58 тенкĕпе танлашать.
Социаллă пенсисемсĕр пуçне вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсен, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшĕн, блокадăри Ленинградра пурăннисен тата граждансен хăш-пĕр категорийĕн тỹлев виçи вĕсем ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр пысăкланать.
Пирĕн республикăра патшалăх пенсине 27 пине яхăн çын илсе тăрать. Вĕсен вăтам сумми ака уйăхĕнчен 113 тенкĕ хăпарса 7,7 пине çитет, сусăр ачасемпе пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен - 12,1 пин тенкĕ.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çавăн пекех страховани пенсийĕсене пенси балĕн хакĕн сумми таран индексацилеççĕ: ку кăтарту 30 пус ỹссе 78,56 тенке çитет. Индексациленипе ватлăхри страховани пенсийĕ ĕçлемен пенсионерсен вăтамран 30 тенкĕ пысăкланса 12,8 пин тенкĕ пулать.
Источник: "Каçал Ен"