АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурнăçне кăмăллать

31 марта 2017 г.

 - Ялта пурăнма юрататăп. Кунта, хуларипе танлаштарсан, сывлăшĕ те уçăрах, сиплĕрех. Тата эпир пулмасан кам-ха яла аталанма пулăшĕ? - терĕ Татьяна Вячеславовна йăл кулса. Çапла, тăван тăрăхра хĕвел те ăшăрах, çуллахи вăхăтра шăрчăксем сĕрме купăс каланипе кайăк-кĕшĕксен сассийĕ вара чунра хаваслăхпа мăнаçлăх туйăмĕ вăратать.

Тятьяна Вячеславовна Прокопьева 1974 çулта Тукай ялĕнче çуралнă. Çак ялта 9 класран вĕренсе тухнă хыççăн хĕрача Çĕнĕ Мăратри шкулта вăтам пĕлỹ илет. Алла аттестат тытсан хĕр хулана çул тытать. Строитель профессине кăмăллаканскер пурнăçне те çав ĕçпех çыхăнтарас тет. Анчах та яланах эпир шухăшланă пек килсе тухмасть çав, чун туртнă професси те пĕр самантрах хĕр куçĕ умĕнче, темшĕн, хăйĕн сулмаклăхне çухатать.

- Чĕре яла туртать, анне те тăван вырăнах таврăнма чĕнет, - кун-çул парнеленĕ çын сăмахĕнчен тухмасть çамрăк чиперук. Кунта вăл, мĕн ачаран пĕлсе, хăнăхса ỹснĕ ĕçе вырнаçать - ĕне сума пуçлать. - Выльăхсем пирки чĕлхесĕр янаварсем тетпĕр пулин те, вĕсене куçран пăхсах ăнланатăп. Малтанах дояркăсене ылмаштарнă çĕрте ĕçлеттĕмччĕ, каярах уйрăм ушкăн сĕнчĕç, - сỹтĕлет калаçу çăмхи.

Пулас мăшăрне Таня ачаранах пĕлнĕ. Ара, вăл тăван ял йĕкĕчех-çке. Часах икĕ çамрăк туй туса пĕрлешет. Прокопьевсен çемйинче 3 ача. Аслă хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарти пĕр техникумра технолог профессине алла илме ăс пухать. Вăтам ывăлĕпе кĕçĕнни ашшĕпе амăшĕ çумĕнчех-ха: пĕри 9-мĕш класра вĕренет, хĕр пĕрчи вара ача пахчине çỹрет. Татьянăпа Анатолий пĕрре те ỹркенсе лармаççĕ - хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Харсăр та пултаруллă хĕрарăм ĕнтĕ чĕрĕк ĕмĕр фермăра тар тăкать. Вăл яланах малтисен йышĕнче, ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă, асăнмалăх парнесем парса хисеплени малалла та тăрăшса ĕçлеме пулăшни пирки те хĕрарăм пытармарĕ. Паянхи куна илес пулсан, Татьяна Вячеславовна фермăра 50 ĕне пăхать, пĕр ĕнерен талăкра вăтамран 20 литртан кая мар сĕт суса илет. Мал ĕмĕтлĕ те ырă кăмăллă ĕçчене ял-йышсемпе ĕçтĕшĕсем те сума сăваççĕ.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика