АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика ĕçĕсен усси

31 марта 2017 г.

Мартăн 29-мĕшĕнче çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе черетлĕ комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова ертсе пынă.

Унта хутшăннисем пурĕ 8 ыйту пăхса тухнă, вĕсенчен 5-шĕ - административлă майпа саккуна пăсни çинчен çырнă протокол. Айăплисенчен 1-не асăрхаттарнипех çырлахнă пулсан, тепĕр 4 гражданинăн 7000 тенкĕ патшалăх хыснине тỹлеме тивĕ.

2016 çулта субъект системисемпе пĕрле "Çемье тата ачасем", "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтерĕр", "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" тата "Ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн" профилактика акцийĕсем иртни пирки кашниех пĕлетпĕр ĕнтĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче çул çитмен 23 ача тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕнчен 30 протокол çырăннă.

Çул çитмен çамрăксемпе вĕсен саккунлă представителĕсемпе специалистсем тĕрлĕрен калаçусем - килĕсенче пулса тата шкулти пухусенче - ирттернĕ. Палăртмалла, çакăн евĕр профилактика ĕçĕсен усси пур: саккуна пăсакансен йышĕ чакнă. Вĕсем пирки калас пулсан, 2016 çулта районта 18 çул тултарман çамрăксемпе çыхăннă преступлени шайĕ 3,8 процентпа танлашать.

Иртнĕ çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа район территорийĕнче "Подросток" каçхи рейд йĕркеленĕ. Унта çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем, вĕрентекенсем хутшăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - ăнăçсăр çемьесенчи ачасем каçхи тата кану вăхăчĕсене епле ирттернине тĕрĕслесси.

Паянхи кун ăнăçсăр 30 çемьери 65 ачаран 13-шĕ учетра тăрать. Отчетлă тапхăрта вĕсем 2 преступлени тунă.

Материалсене пăхса тухнă хыççăн 1 çемьене учетран кăларнă, çав вăхăтрах тепĕр çемьен ыйтăвне тивĕçтермен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика