28 марта 2017 г.
Мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи патшалăх влаçĕн представительлĕ органĕсен Ассоциацийĕн XLIX-мĕш ларăвĕ иртнĕ.
РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Мельниченко "Ассоциацин тĕллевĕ - федераци тата регионсем шайĕнче саккунсен йĕркисене шайлаштарса пырасси, РФ субъекчĕсенче тĕрлĕ ыйтусене татса пама витĕм кỹресси", - тенĕ. Çамрăксемпе çыхăннă саккунсем çинче те чарăнса тăнă. 2017 çулта граждансене патриотла воспитани парас, коррупцие хирĕç кĕрешес политикăна çирĕп тытса пырас, агропромышленноç пайĕнче патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе ытларах саккунсене çĕнетсе çирĕплетсе пымалли пирки каланă. Ку темăсемпе экспертсене, тĕрлĕ обществăлла организацисене явăçтармаллине палăртнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Ассоциаци çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе ĕçленине каланă. "Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - регионсене аталантарма витĕм кỹресси. Тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре кирлĕ пек йышăнусем туса хăварасси", - тенĕ вăл.
Чăваш Енре çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă Михаил Игнатьев. Ăнсăртран мар пулĕ, пирĕн регионта 1968 çултанпа "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисене çулленех йĕркелесе ирттереççĕ. Кадетсен юхăмĕ вăйлă аталаннă. Республикăра çĕнĕ проект пурнăçа кĕрет. Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпус ĕçне пуçланă. Регион шайĕнче бюджетра çак объекта хăпартса лартма пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă. Проекта пурнăçа кĕртме "çул-йĕр карттине" пăхса тухнă. 2018 çулта çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне объекта хута яма тĕллев лартнă. "Чи пысăк çитĕнỹсенчен пĕри - çамрăксене çар ретне вăхăтра вырнаçтарса пынă",- тенĕ Михаил Игнатьев.
Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйту - йăлари хытă каяшсене тирпейлесе пуçтарассипе йышăннă саккунсен йĕркисене тишкересси. Пирĕн регионта çỹп-çапа тирпейлесе пуçтармалли объект хута кайнă. РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики - экологи тĕлĕшĕнчен чи таса регион. Республикăра ытти пысăк проектсем те пурнăçа кĕреççĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Игорь Паньшин çамрăксене патриотла воспитани парассипе йышăннă саккунсен çĕнĕлĕхĕсем пирки чарăнса тăнă. Регионсенче патриотла воспитани парассипе субъектсен тĕллевлĕ программисем витĕм кỹрессе палăртнă вăл. "Юнармия" Пĕтĕм Раççей шайĕнче йышăннă проект пирки те каласа хăварнă. Паянхи куна илес пулсан, Атăлçи федераци округĕнче çакăн пек проектсем пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. Вĕсем: "КаДетство", "Зарница Поволжья", "Гвардеец", "Победа", "Никто не забыт".
"Çамрăксен патриотизмла туйăмĕ çарпа е политикăпа анчах çыхăнмалла мар. Ытларах кăмăл-туйăм пайне, Тăван çĕр-шывăмăра парăнса, ăна юратма пĕлмелле, обществăра хăйсене тытма пĕлни те пĕлтерĕшлĕ, Раççей ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса пурăнмалла, ĕçлемелле", - тенĕ Игорь Паньшин.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов йăлари хытă каяшсене пуçтарса тирпейлессипе йышăннă нормативлă право ĕç хучĕсем пирки чарăнса тăнă, йывăрлăх кă ларса тăратакан ыйтусене пĕрле сỹтсе явма чĕнсе каланă.
Источник: "Каçал Ен"