АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсем çуракине хатĕрленеççĕ

28 марта 2017 г.

 Районта çурхи акана хатĕрленес ĕç куллен пулса пырать. Хуçалăхсенчи уй-хире тухмалли техникăна хатĕрлесе çитернĕ, юлашки кăлтăксене пĕтереççĕ.

Юлнă вăхăтпа усă курса механизаторсене, ядохимикатсемпе ĕçлекенсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларса пĕтермелле. Яваплă специалистсен хăрушсăрлăх техникипе инструктаж ирттерессине манас марччĕ. Çуракине тĕрĕс-тĕкел ирттерсе ярасси çак пулăмсенчен те нумай килет-çке.

Мартăн 27-мĕшĕ тĕлне Пахаловăн фермер хуçалăхĕнче 50 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă. Ытти предприятисен ертỹçисем кĕрхисене тата нумай çул ỹсекен курăксене тымар çумĕнчен апатлантарас шутлă.

Паянхи кун тĕлне 1552 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ. Çакă планпа пăхнин 83 проценчĕпе танлашать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарас ĕç малалла пырать. Хуçалăхсем çурхи культурăсен вăрлăхĕсене çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вăрлăхăн 89 проценчĕ кондициллĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика